15 января 2010 г.
Район администрацийĕн Спорт çуртĕнче декабрĕн 26-мĕшĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн Çĕнĕ çул умĕнхи турнир иртрĕ. Унта Трак енри 5 шкулпа Шупашкарти олимп резервĕсен училищинчи 70 ытла кĕрешÿçĕ вăй виçрĕ.
Хăйсен виçисенче çаксем мала тухрĕç: Н. Орудин — 21 кг, Е. Семенова (иккĕшĕ те Именкасси), Р. Махмадалиев (КСОШ-2) — 24 кг, В. Емелякова (26 кг, Именкасси), К. Спиридонов (28 кг, КСОШ-2), М. Романова (30 кг, Кĕçĕн Шетмĕ), В. Никитин (32 кг, Именкасси), Н. Михайлов (35 кг, КСОШ-2), В. Игнатьев (38 кг, Упи ятарлă шкулĕ), Н. Данилова (40 кг, Кĕçĕн Шетмĕ), Н. Дубов (46 кг), О. Дуйсембаева (50 кг), А. Журавлев (60 кг, Упи ятарлă шкулĕ), А. Егоровапа (Кĕçĕн Шетмĕ) Д. Борель (Упи ятарлă шкулĕ) — 70 килограмлинче.
Çакна палăртма кăмăллă: Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ Н. Дубов тата Раççей командин йышĕнче тăракан О. Дуйсембаева пĕр тытăçура та выляса ямарĕç, вĕсем — “Чи лайăх техникăшăн”, М. Романовапа Д. Степанов — “Çĕнтерÿшĕн ăнтăлнăшăн” дипломсене тивĕçрĕç. Кунсăр пуçне Н. Дубовпа О. Дуйсембаевана çулталăк кăтартăвĕсемпе “Çулталăкри чи лайăх кĕрешÿçĕ” ята панă. О. Дуйсембаевана çавăн пекех кĕрешÿри тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас çĕрти пысăк çитĕнÿсемшĕн ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн хисеп грамотипе, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн укçан премийĕпе чысланă. Çĕнтерÿçĕсем тĕрлĕ çĕртен пулни районти кĕрешÿçĕсен çитĕнĕвĕсем тата лайăхланса пырасса шантарать.