15 января 2010 г.
Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературин вунă кунлăхĕ иртрĕ.
Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем “Тĕрĕс те илемлĕ çыр”, “Пуç ватмăш тĕнчи”, “Ман ят сире мĕн калать?” мероприятисенче тупăшрĕç.1—11-мĕш классем хушшинче “Çамрăк поэтсен конкурсне” йĕркелерĕç. Унта 19 вĕренекен хутшăнчĕ. В. Никитина педагог ертсе пынипе ачасем презентацисем хÿтĕлерĕç. П. Иванова учитель пиллĕкмĕшсене юмах тĕнчине илсе кĕчĕ. Ачасем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕ те çÿллĕ шайра иртрĕ. “Калаçу культури” темăпа литмонтаж пулчĕ.
Конкурс-викторинăсенче мала тухнисене хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çак мероприяти ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне те кайрĕ.