15 января 2010 г.
Нумаях пулмасть районти шкулсенче вĕренекенсем “Анне чĕри” ятлă конкурсра тупăшрĕç. Вăл ултă номинаципе иртрĕ. “Чи илемлĕ шкул хаçачĕ” номинацире чатукассисене çитекенни пулмарĕ.
Конкурсра палăрнă пирĕн шкулти 10 ача И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне кайса курма тивĕç пулчĕ. Кунти илемлĕ керменте çамрăк журналистсен слечĕ иртрĕ. Малтанах ачасем университетпа паллашрĕç, тĕрлĕ факультет студенчĕсемпе тĕл пулчĕç.
Каярах слет секцисем çине пайланса ĕçлерĕ. Пĕрисем — фотожурналистика, теприсем — интернетжурналистика, виççĕмĕшсем тележурналистика уйрăмĕсенче тĕрлĕ лекцисем итлерĕç. Вĕсене факультетра тăрăшакан преподавательсем вуларĕç. Юлашкинчен студентсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Ачасем çак мероприятипе питех те кăмăллă юлчĕç.