15 января 2010 г.
Октябрь-декабрь уйăхĕсенче республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче “Çул çинчи хăрушсăрлăх” конкурс иртнĕ.
Унта район-хуласенчи 400 ытла вĕренекен хутшăннă. Республикăри конкурса вара 50 ытла ĕç тăратнă, çав шутра пирĕн районтан та. Трак енри ачасем виçĕ номинацире тивĕçлĕ призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Акă, “Эпĕ пăсмастăп” электронлă плакатсем” номинацире Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕ, “Çул çинчи инкек” сăн ÿкерчĕксем” ятлинче Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти Станислав Григорьев, “ЮИД отрячĕсен электронлă презентацийĕ” номинацире Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ — иккĕмĕш, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи Геннадий Быков “Çул çинчи инкек” сăн ÿкерчĕксем” номинацире виççĕмĕш пулса тăнă.