15 января 2010 г.
Ванюшкассинче 1930 çулта çуралнă Василий Григорьев Пшонкăна çамрăклах куçса килнĕ. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçăпа ун хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕ. Колхоз ĕçĕсенче аслисене çине тăрса пулăшмалла пулнă. Çичĕ класс вĕренсе тухсан Буинскинче вăрман каснă, унтан çулла — вăрăм урапасемпе, хĕлле икĕ çунапа йывăç турттарнă.
Именкасси ГЭСне тунă çĕрте те питĕ нумай чул, тĕрлĕрен йывăç материал куçарнă. Вăл вăхăтра лаша тата алă вăйĕпе çавăн пысăкăш гидротехника сооруженине тума пултарнă.
Унăн ачалăхĕ кашкăрсемпе çыхăннă мыскарасемсĕр иртмен. Ку тискер кайăксем ун чухне хăйсене ирĕклĕ туйнă. 15—16 çулхи ача кашкăрсен йăвине тупнă, унтан 6 çурана киле илсе пынă. Хăранă-ши хăй е хăрама та пĕлмен-ши? Çурасене вăхăтлăха усрама кÿршĕ çыннине, сунарçăна панă. Вăл вăхăтра патшалăх кашкăрсене пĕтернĕшĕн преми парса хавхалантарнă. Колхоз правленийĕ çав çурасене “Союзпушнинăна” ăсатса преми: сахăр, шурă çăнăх, резина калушсем илсе килет. Анчах çак пурлăха пайланă чух кашкăр çурисене тытакана манса хăвараççĕ. Патак икĕ вĕçлĕ тени кунта тÿрре тухать. Нумаях та вăхăт иртмест кашкăр çурисене вăхăтлăх усранă çыннăн качакине кашкăр-кашамансем тытса каяççĕ. Василийсен кил картинчен те качака çухалать. Пуринчен ытла колхоз шар курать: тискер кайăксем 19 сурăха пăвса пăрахаççĕ. Эп шутланă тăрăх, ку тавăру пулман. Выльăх таврашне тытасси — вĕсен кулленхи ĕçĕ. Килти чĕр чунсене алла çаклатма, уй-хиртипе танлаштарсан, çăмăлрах. Питĕ хăвăрт чупакан мулкача тытас тесен, ăна хăваласа пайтах пашкамалла. Кил хушшинчи качакана тар кăлармасăрах ярса илме пулать.
Çынсем пек тавăрасси çинчен шутланă пулсан, кашкăрсем хăйсен çурисемшĕн преми илекенсен ачисене илсе кайнă пулĕччĕç.
Колхоз правленийĕ кашкăрсене, ушкăнпа хупăрласа илсе, ним хĕрхенмесĕр пĕтерме шутларĕ. Унта Василий те хутшăннă, аллине пăшал тытса. Анчах тискер кайăксем ăслăрах пулчĕç, инçетри вăрмансене шăвăнчĕç.
В. Григорьев 16 çултах мăлатук çапакан ĕçне кÿлĕннĕ. Пултаруллă Алексей Михайлов тимĕрçĕне пулăшнă, хăй те çак ĕçе вĕреннĕ. Ара, вĕренни çăкăр çимест вĕт. Тимĕрçи, ссылкăра пурăннăскер, ĕмĕрлĕхех кунта юлса çемье чăмăртанă, икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿстернĕ. Халĕ вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ.
Вăл вăхăтра механизаторсем питĕ кирлĕ çынсем пулнă. Василий те вĕренсе пĕрремĕш класлă тракторист-машинист пулса тăрать.
Ара çитсен В. Григорьева салтака илеççĕ, вăл Эстони чиккинче службăна ирттерет, тăватă çул хушши. Салтакран таврăнсан, ертÿçĕсем вăл тимĕрçĕне пулăшаканта тăрăшнине аса илсе, Василие тимĕрçĕ пулма шанаççĕ. Мĕншĕн тесен малтанхи тимĕрçĕне, Алексей Михайлова, хĕрÿ вăхăтра специалистсем тивĕçменнипе, урăх хуçалăхсене ĕçлеме янă пулнă.
Тепĕр темиçе çултан, механизаторсем çитменнипе, В. Григорьева трактор çине куçараççĕ. Çав вăхăтра эпĕ, çак йĕркесене çыраканĕ, Именкасси шкулĕ панă направленипе тракторпа ĕçлеме хăнăхнă. Нумай çул трактор çÿретнĕ хыççăн ертÿçĕсем Василие тепĕр хут тимĕрçĕре вăй хума сĕнеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл çакăнта вăй хунă. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн В. Григорьева Тăван çĕр-шывăн чылай наградисемпе, колхоз-совхоз ертÿçисем хаклă парнесемпе чысланă. Вăл — ĕç ветеранĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухни çын ĕçлеме пăрахнине пĕлтермест. Унăн килĕнче куçарса çÿремелли тимĕрçĕ лаççи пур. Тимĕртен мĕн тăвас тетĕн, çавна туса пама пултарать вăл. Çынсене çава туптаса парать. Ансат ĕç хатĕрĕсене те — касмалли-саваламаллисене — хăех ăсталать. Заказ парсан, чÿречепе алăк тата ытти япаласем туса парать. Вĕсен пахалăхĕ те лайăх.