АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕчкассисем — елкăра

15 января 2010 г.

 

Алманч ял тăрăхне кĕрекен Нимĕчкассинче пурăнакансем çĕнĕ çулхи уявсене савăнăçлăн паллă турĕç.

Ял çамрăкĕсем магазин умĕнчи палăкпа юнашар пысăк чăрăш лартрĕç, ăна тĕрлĕ теттесемпе, гирляндăсемпе илемлетрĕç. Çĕнĕ çул умĕн кăнтăрла симĕс чăрăш тавра ташласа пĕчĕккисем савăнчĕç. Каçхине вара кунта ял халăхĕ пуçтарăнчĕ. Уява килнĕ кашни çынах кăмăлне уçрĕ: ташларĕ, юрларĕ, сăвă-такмак каларĕ. Вĕсем кашниех Хĕл Мучипе Юр пикерен пылак çимĕç илчĕç.

Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн ял-йыш каллех илемлĕ чăрăш патне пухăнчĕ, ирхине 5 сехетченех савăнчĕ. Вăл каç çанталăкĕ те çыннисен кăмăлĕ майлă пулчĕ: янкăр та уяр, тÿпере çăлтăрсем. Яланах çапла пултăрччĕ.

Çакăн пек уявшăн ял çамрăкĕсене тав сăмахĕ каламалли кăна юлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика