АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мефодьевсем

15 января 2010 г.

 

Туçи Чуракассинчи Марфа Владимировнапа Петр Мефодьевич Мефодьевсем çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем хăйсен пурнăç сукмакĕ çинчи мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, ачисене ÿстерсе ура çине тăратма, хуçалăха аталантарма, ялта хисеп çĕнсе илме пултарчĕç.

Марфа Владимировнапа Петр Мефодьевич иккĕшĕ те саккăрмĕш теçетке çинче пыраççĕ. Петя (хăйпе пĕр çулхисем ăна ялта çапла чĕнеççĕ) колхозник çемйинче çуралнă. Каччăна кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕнчи Тĕрер ялĕнче çуралса ÿснĕ илемлĕ хĕрпе — Марфăпа — (ялта ăна Машук тесе чĕнеççĕ) тĕл пулса çемье çавăрма тÿр килнĕ. Вĕсем мăшăрланнăранпах хăйсен ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăр саманчĕсем халĕ те ватăсен асĕнчен тухмаççĕ. Нушине сахал мар курнă-çке. Вĕсем те аслисемпе танах Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе уй-хирте тар тăкнă. Çавăнпах ватăсем çăкăр хакне питĕ аван пĕлеççĕ.

Марфа Владимировнапа Петр Мефодьевич вунă ача çуратса ÿстернĕ. Çак мăшăр пепкисем сывă та тĕреклĕ, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшнă. Марфа аппан çĕрĕпе куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулман-ши? Тата Петĕр пичче ывăл-хĕрĕсем сывă ÿсчĕр, лайăх вĕренччĕр тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Халĕ Мефодьевсен ачисем çемьеллĕ ĕнтĕ, кашниех юратнă ĕç тупнă, тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Кукаçипе куками паян та хăйсен савăнăçне, хуйхи-суйхине ачисемпе пĕрле пайлаççĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем хăйсемшĕн тăрăшнине кура ватăсене хисеплеççĕ, юратаççĕ. Пурнăçра вара çакăнтан хаклăраххи тата мĕн пур-ши?

Халĕ Мефодьевсем килте иккĕшех пурăнаççĕ. Анчах ачисем канмалли кунсенче, уявсенче тăтăшах тăван киле килсе çÿреççĕ, ашшĕпе амăшне яланах асра тытаççĕ. Ялта юнашарах пурăнакан кĕçĕн ывăлĕ Андрей яланах хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Çĕрпÿ хулинче тĕпленнĕ Алеша та тăтăшах тăван килте пулма тăрăшать.

Мефодьевсен хуçалăхра мĕн ĕлĕкренех йышлă выльăх-чĕрлĕх усрасси йăлана кĕнĕ. Ватăсем хăйсен çулĕсене пăхмасăр картиш тулли ĕне выльăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Сурăхсем кăна 30 пуçа яхăн. Кил хуçисем иртен пуçласа мĕн çĕрлечченех ĕçре. Çавна пулах-и, тен, вĕсем ватăлнине те туймаççĕ. Каçхине Марфа аппа çăм арлама ларать, чăлха-нуски, алсиш çыхать.

— Урăх мĕн тăвăн, çĕр тăршшĕ вăрăм вĕт, — тет вăл.

Çемьере, мăшăрне кура, упăшкин те ĕçсĕр ларас йăла çук. Вăл каçхи вăхăта хăваран лăпă, карçынкка çыхса ирттерет.

— Икĕ алла пĕр ĕç, — тет ăстаçă. — Хатĕр тавара киле килсех илсе каяççĕ. Заказ паракансем те сахал мар. Акă, нумаях пулмасть Çĕрпÿри Алеша ывăлăма лăпă парнелерĕм. Уншăн хăй те кăмăллă юлчĕ, — вĕçлерĕ калаçăва лăпă ăсти.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика