АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ хыврăм

15 января 2010 г.

 

Именкассинче пурăнакан Константин Филиппович Шачкин ĕç ветеранĕ тахçантанпах спортпа çывăх. Уйрăмах йĕлтĕр йĕрĕ çине тухма е çĕнĕрен йĕлтĕр йĕрĕ хывма кăмăллать вăл. Районта иртекен ăмăртусене те хутшăнать йĕлтĕрçĕ.

Кăçал январĕн 2-мĕшĕнче 76 çул тултарчĕ вăл. Сăмах май, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн уйрăлми тус-юлташĕ пулнипе те палăрать Константин Филиппович. Паянхи кун ыйтăвĕпе çыхăннă çивĕч материалсене редакцие килсех çитерет. Хальхинче те пирĕн ĕçтешĕмĕр, йăлана кĕнĕ йĕркепе, “Йĕлтĕр йĕрĕ хыврăм” корреспонденци çитерчĕ.

Эрне вĕçĕнче, юр вăрах çунипе усă курса, шăмат кун, ир кÿлĕм хамăн йытăпа — “Малышпа” Мăн çырмари хыр-чăрăш вăрманĕсенче йĕлтĕр йĕрĕ хыврăмăр. Çапла майпа çĕнĕ сезон уçнине палăртрăмăр. “Малыш” малта, пĕлтĕрхи маршрутпа, пĕр пăрăнмасăр чупать, мана васкатать.

Ăсу та пур-çке сан, “Малыш”, тесе ун хыççăн талпăнатăп. Хыçра мăшăр йĕлтĕр йĕрĕ юлать. Урра! Çĕнĕ сезон уçатпăр тесе кăшкăрассăм килет.

Акă мĕн пулчĕ? Йытă пĕлтĕрхи йĕре çухатас мар тесе пыраканскер, тăруках вăрт! çеç аяккалла пăрăнчĕ. Шăши йĕрĕсем пур иккен. Вăрманĕнче вара чăнахах ырлăх. Сухăр шăрши кăмăл-туйăма уçать. Пĕтĕм вăрман хÿтлĕхĕ унпа сывлать. Хальлĕхе, эпĕ хывнă йĕлтĕр йĕрĕн пахалăхĕпе мухтанмалли çук пулин те, эпĕ кăмăллă. Паян-ыран акă, çĕнĕ юр пĕлĕчĕсем килĕç те ку çитменлĕх çухалĕ.

Эпĕ çапла калатăп: сезон уçăлчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ кĕтет сире, хаклă туссем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика