АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ иксĕлми

15 января 2010 г.

Пултарулăхĕ иксĕлми

 

Ямайкассинчи Людмилăпа Николай Васильевсем чăн-чăн ал ăстисем пулнипе паллă. Вĕсен кашни ĕçĕ хăйне евĕр шедевр темелле.

Николай Ивановичăн ĕмĕт-шухăшĕсем пысăк. Вăл кирек епле ĕçе — платникпе столяра, сварщике тата ытти те — пултарать. Халь пурăнакан пÿртне, ытти çурт-йĕрсемпе хуралтăсене хăй туса хатĕрленĕ проектсемпе тата хăй аллипе çĕкленĕ. Пÿлĕмĕсемпе верандине, ытти çĕре кĕрсен тÿрех кил хуçи пултаруллă дизайнер пулнине туйса илетĕн. Кунпа пĕрлех вăл ÿкерме ăста. Шкул сакки хушшинче ларнă чухнех Николай ку тĕлĕшпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Халĕ те пушă вăхăтра, хут-кăранташ илсе, тĕрлĕ ÿкерчĕксем тăвать, пулас ĕçсен чертежне хатĕрлет, вăл е ку япалана, тĕрлĕ меслетсемпе усă курса, урăхла сăн кĕртет. Унăн тата мăшăрĕн хăш-пĕр ĕçĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Мăшăрĕ — Людмила Витальевна та — пушă вăхăтра алă усса лармасть, хĕреслĕ майпа усă курса, тĕрлесе ÿкерчĕксем хатĕрлет. Çитменнине пурте питĕ çыпăçуллă пулса тухнă тата тухаççĕ те. Мĕншĕн тесен вĕсене чунтан юратса пурнăçланă.

Çурт-йĕрĕпе хуралтисене питĕ компактлă вырнаçтарнă Васильевсем. Мастерской та пур. Унта Николай Иванович, йывăç ĕçлесе тумалли станок вырнаçтарса, сĕтел-пукан тăвас ĕçе йĕркелесе ярасшăн.

Н. Васильев ача чухне тĕрлĕ значоксем пухма юратнă. Вĕсен пуххисене паянхи кунчченех типтерлĕ упрать. Халĕ вăл, ĕлĕкхи çынсен ĕçне хисеплесе, тĕрлĕ вăхăтри ĕç хатĕрĕсемпе япаласене, çи-пуçсене пухса, музей тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Унта çитĕнекен çамрăк ăрăва кĕртсе кăтартса ачасене хамăр несĕлсене, вĕсен ĕçне хисеплеме хăнăхтарасшăн. Ку ĕçĕн пуçламăшĕ пур ĕнтĕ. Веранда тăршшĕпе илемлетсе сентресем туса тухнă. Вĕсенче тĕрлĕ вăхăтсенче усă курнă утюгсем, тараса, темиçемĕш ĕмĕрхи хĕç пăшал штыкĕ тата ытти те вырăн тупнă. Акă, пĕр кĕтесре буйвол бивенĕ (асав шăлĕ) упранать. “Ăна хамăр тăрăхри улăхра тупнă”, тет Николай Иванович.

Тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын вăл — Николай Васильев. Хăй вăхăтĕнче пултаруллă спортсмен пулнă. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнă. Йĕлтĕр спорчĕн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Халĕ те спортран уйрăлман, тĕрлĕ мероприятисене хаваспах çемйипе хутшăнать, спорт ăмăртăвĕсене ирттерме спонсорла пулăшу кÿме те хирĕç мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика