АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă ăсчах — ентешсен асăнче

15 января 2010 г.

Паллă ăсчах — ентешсен асăнче

 

Пурăннă пулсан, пирĕн ентеш, ăсчах, композитор Вилорик Федорович Романов кăçалхи январĕн 17-мĕшĕнче 73 çул тултармаллаччĕ. Шел, хăрушă чир ăна пирĕнтен ир уйăрса кайрĕ. Вăл çуралнă кун çитнĕ май çапах та аслă юлташăмăр пулнă ентеш пирки кăштах та пулин ăшă сăмахсемпе аса илес килет.

Ачалăхĕ Вилорикăн Çĕньял Упи ялĕнче иртнĕ. Кунти пуçламăш, Янкасри 7 çул вĕренмелли шкулсенче, Çĕрпÿри педагогика училищинче, Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Шупашкарти пионерсен çуртĕнче, Чăваш совнархозĕ кăларакан “Промышленность Чувашии” ятлă бюллетень-журналăн выпускающийĕнче, профессипе техника вĕрентĕвĕн республикăри управленийĕн методика кабинечĕн методистĕнче, аслă методистĕнче, комсомол обкомĕн инструкторĕнче, сектор заведующийĕнче, партин Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Унтан Мускав университечĕн аспирантуринче историпе вĕреннĕ, истори ăслăлăхĕн кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Аспирантурăран вĕренсе тухсан В. Ф. Романов И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче историе вĕрентет, кафедрăна ертсе пырать. 1993 çулхи майăн 24-мĕшĕнче вăл истори ăслă-лăхĕсен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Ăна академик, профессор званийĕсене, “Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята панă. Юлашки çулсенче вăл Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ истори кафедрине ертсе пычĕ. Вăл çĕршер студента ăслăлăх çулĕ çине тухма пулăшнă, чылайăшĕ наука кандидачĕн, докторĕн ятне тивĕçнĕ.

В. Ф. Романов Çĕрпÿри педагогика училищинче вĕреннĕ чухнех музыкăпа çывăх туслашнă, фортепианăпа калама вĕреннĕ, юрăсем кĕвĕлеме пуçланă. Каярахпа вăл юрăсем çырса Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне те тивĕçнĕ. 2008 çулта, “Юратнă юрăсем” ятпа хăй кĕвĕленĕ юрăсен (43 юрă) кĕнекине те кăларчĕ. Ун хыççăнах Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра унăн юррисен тепĕр кĕнеки, “Юрă пултăр парне” ятли, кун çути курчĕ.

Вилорик Федорович ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăнă. Юлашки хут вăл тăван ялĕнче — Çĕньял Упире — кунта çуралса ÿснĕ патшалăх деятелĕ А. С. Сымокин çуралнăранпа 100 çул тултарнине уявланă чух пулчĕ. Уяра тĕп доклада турĕ, Александр Семенович çинчен чăн чăваш чĕлхипе тĕплĕн, пурне те ăнланмалла каласа пачĕ. Кайран ку ялти ĕлĕкхи тусĕсем патне çитсе курчĕ, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ.

Хăй çуралнă кун мухтавлă ентешĕмĕр уяв кĕрекинче ларса савăнаймасть ĕнтĕ. Анчах ăна пĕлнĕ кашни çын çак кун та, тата ытти вăхăтра та ырă сăмахсемпе аса илет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика