АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Супарти хисеплĕ арçын

12 января 2010 г.

 

Ку ял маншăн чĕрене çывăх. Вăрманпа юнашарах, Трак станцийĕнчен инçех те мар вырнаçнă вăл. Çĕр кил ытларах унта. Кашнинчех тăрăшуллă та паллă çынсем пурăннипе уйăрăлса тăрать ял. Вĕсен йышĕнче анчахрах çитмĕл çул тултарнă Лев Трофимович Трофимов та пур.

Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, кăмăллă арçын. Ватти-вĕттипех ăшшăн, тарават сăмахлать.

— Сывлăх пултăр, Людмила, — тет вара урамра курнăçсан. — Ăçталла çĕмĕрттеретĕр?

— Сывах-ха, Лев Трофимович, — хуравлатăп ăна çепĕç кулăпа. — Библиотекăна васкатăп-ха…

Библиотекăран татăлмасть ватă. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама яланах хатĕр. Ку çеç-и?.. Çакăнта темиçе çул йĕркеленĕ “Тимлĕх” клубăн черетлĕ занятийĕсене те сиктермест. Вĕсене пырса çеç ларма-и, кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма та активлă хутшăнать.

Лев Трофимович хăйĕн килĕнче те çулленех 3—4 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнса илет. Ку тĕлĕшпе мăшăрĕпе — Вторина Прокопьевнапа — пĕр шухăш-кăмăллă, кашни хаçата алăран ямаççĕ. Тен, пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах тупăшаççĕ.

Малалла эпĕ ялти мухтавлă çыннăмăр кун-çулĕпе паллаштарас шутлă. Л. Трофимов 1939 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Супарта çуралнă. 1972 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен (халь Академи) заочно майпа вĕренсе тухнă. Инженер-механик профессине алла илнĕ. 1960—1962 çулсенче — киномеханикре. Ун хыççăн виçĕ çул Свердловск облаçĕнче торф кăларнă çĕрте техникăпа ĕçленĕ. 1964—1972 çулсенче Шупашкарта тимĕр кĕперсем хывнă çĕрте вăй хунă.

Районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче — юсав мастерскойĕн, çул-йĕр участокĕн ертÿçисенче тăрăшнă. Хăйне шанса панă кирек хăш ĕçре те творчествăлла пултарулăхпа палăрнă. Ырă сĕнÿпе те, усăллă канашпа та пулăшнă çынсене. Уйрăмах халăх ырлăхĕшĕн çине тăрассине тĕпе хунă Лев Трофимович. Мăн Çавалпа Шетмĕ юхан шывĕсем урлă хывнă кĕперсенче ентешĕмĕрĕн иксĕлми тÿпийĕ пурри куç умĕнчех.

1980—2000 çулсенче, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, райпо тытăмĕнче ĕçлет. Виçĕ çул тата — потребительсен районти обществин уполномоченнăйĕнче. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутатĕнче те ырми-канми тăрăшнă. Халăх шанăçне — наказсене пурнăçлассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутланă. Лев Трофимовича суту-илÿ тытăмĕнче чылай вăхăт вăй хунăшăн çĕр-шывăн “За добросовестный труд в потребительской кооперации России” знакпа (паллăпа) наградăланă. Ытти парнесем те чылай ĕç ветеранĕн.

Кил хуçи хăйĕн мăшăрĕпе — Вторина Прокопьевнапа — икĕ ывăл: Олегпа Игоре çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те — техник-инженерсем.

Лев Трофимович хăйне вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, сăпайлă пулма хăнăхтарнăшăн Зинаида Матвеевнапа Ирина Федотовна учительсене чун-чĕререн тав тăвать, вăрăм кун-çул сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика