12 января 2010 г.
Районти чи пысăк ял тăрăхĕсенчен пĕрне — Красноармейски ял тăрăхне — ертсе пырать В. К. Шестаков. Çĕнĕ çул çитнĕ май пирĕн корреспондент Владимир Константиновичпа тĕл пулнă, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтнă.
— Владимир Константинович, Вăкăр çулĕ хыçа юлчĕ. Иртсе кайнă çулталăк мĕнпе асра-ха?
— Çапла, экономика йывăрлăхĕ хуçаланнă çулталăк хыçа юлчĕ. Паллах, Вăкăр çулĕ пирĕн ĕçре те мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама уйрăм чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Туса çитерейменнисем пулнă, эпир вĕсене пĕлетпĕр, çапах та чи малти вырăна пурнăçланă ĕçсене кăларăпăр.
Трак енĕн тĕп ялне — Красноармейскине — кашни килен-каянах кунти лару-тăрăва курса тÿрремĕнех пирĕн ĕçе хаклать-çке. Юлашки тапхăрта район центрĕнче тирпей-илем ыйтăвĕпе уйрăм ĕç туса ирттертĕмĕр. Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи газонсем çинче илемлĕ чечексем — бархатцысем — çитĕннине ялти çынсемпе пĕрлех Трак ен хăнисем те курчĕç ĕнтĕ. Вĕсене пăхса, шăрăхра шăварса тăма шкул ачисемпе пĕрлех хамăр ял тăрăхĕн ĕçченĕсем те сахал мар вăй хучĕç.
Район центрĕпе çывăхри ялсенчи çынсене килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продуктсене — сĕт-çу, тăпăрчă, пахча çимĕç — сутакансем валли “Суту-илÿ картишĕнче” вырăн тупăнмарĕ. Вĕсем райхаçат редакцийĕ умĕнче суту-илÿ тунăран, хăйсем хыççăн çÿп-çап хăварнăран пирĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе чылай ÿпкевлĕ сăмахсем килетчĕç. Çавна шута илсе ятарласа тăрă витнĕ суту-илÿ вырăнĕсем турăмăр.
Пĕлтĕр Физкультурниксен кунĕнче райцентрти Чапаев урамĕнче çĕнĕ стадион хута ятăмăр, тавралла сетка-рабица тытрăмăр, 200-е яхăн йывăç лартса хăвартăмăр.
Райцентрта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсас тĕлĕшпе регионти адреслă программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе иртнĕ çул 20 çурта юсаса çĕнетрĕç. Халĕ вĕсем çине пăхма епле кăмăллă.
Ырă пулăмсем татах та пур. Авă, тулли мар яваплă “Чесла” пĕрлешÿре хальхи вăхăтра 17 тĕрлĕ атă-пушмак туса кăлараççĕ, вĕсенчен вуннăшне 2009 çулта кăларма пуçланă. Райцентрти Г. Степановпа В. Васильев урамĕсенче уйрăм çыннăн апат-çимĕç сутакан “Людмила” тата промышленность таварĕсен “Мастер” ятлă лавккисем, “Теремок” сад-ясли пулнă çуртра бизнес-инкубатор уçăлчĕç.
Эпир, Раççейри Çамрăксен, Чăваш енри Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа, “Çамрăк çемьесен килти чи лайăх хушма хуçалăхĕ” конкурс йĕркелерĕмĕр. Вăл виçĕ тапхăрпа иртрĕ. “Ял хуçалăх продукцийĕ туса илес çĕрти пысăк кăтартусемшĕн” номинацире Çĕньял Упири Прокопьевсен, “Чи лайăх пахчаçăсем” ятлинче Янкасри Григорьевсен, “Чи тирпейлĕ çурт” номинацире Кивĕ Йĕкĕтри Романовсен çемйисем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Пĕтĕм кăтартусемпе вара Кайри Карăкри Александровсен çемйи мала тухрĕ.
— Йывăр лава пĕчĕк ушкăнпа туртма пĕртте çăмăл мар. Хăвăр кулленхи ĕçĕре пурнăçланă çĕре камсене явăçтаратăр?
— Тĕрĕсех палăртатăр.Общественность çине таянса ĕçлетпĕр. Пирĕн депутатсем активлă. А. Филиппов, З. Долгова, И. Васильев, А. Соловьева тăтăшах ял тăрăхĕн Пухăвĕн ларăвĕсенче тухса калаçаççĕ, паянхи кун ыйтăвĕсене çĕклеççĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ. Ял старостисем — А. Михайлов (Липовка), А. Федоров (Йÿçкасси), В. Иванов (Хусакасси), Л. Иванов (Янкас), В. Иванов (Кайри Карăк) тирпей-илем кĕртес ĕçсене ял халăхне явăçтарас çĕрте пултаруллă та маттур.