12 января 2010 г.
Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Янкасри библиотека çумĕнчи “Канлĕх” клуба çÿрекен ватăсем раштав уйăхĕнчи занятине “Анне” темăна халалларĕç. Кун йĕркинчи икĕ ыйтăвĕ те аннесен ырă тĕслĕхĕсемпе çыхăннă-çке.
Чи малтанах Чăваш поэзийĕн никĕсне хывакан Çеçпĕл Мишши амăшĕн кун-çулне тишкерчĕç. Ăна Агафия Николаевна Николаева çуралнăранпа 130 çул çитнипе çыхăнтарнă. Сăлтавĕ вара чăнах та пысăк: Çеçпĕл амăшĕ пирĕн районти Шывпуç Чуракассинче çуралнă-çке. Ун пирки Чăваш писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Нестер Янкас музейĕн канаш ертÿçи Н. Ершов сăвăç тĕплĕн каласа пачĕ, хăй пухнă материалсемпе паллаштарчĕ. Библиотека заведующийĕ Г. Ильина Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ электронлă презентаци йĕркелерĕ.
Йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ, хăйсен пархатарлă кун-çулне вĕсемшĕн панă тата халĕ те мăнукĕсемшĕн хыпса çунакан амăшĕсем Янкас енче те сахал мар.
Вĕсенчен пĕри — Хĕлеçре пурăнакан Юлия Гордеевна Спиридонова. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ку хутĕнче “Канлĕх” клуба сиктермесĕр çÿрекен çак хисеплĕ хĕрарăма чысларĕç кунта. Вăл 1934 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Чаканар ялĕнче çуралнă. Çемьери 6 ачаран тăваттăмĕшĕ пулнă. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ: Янкасри шкултан вĕренсе тухсан колхозри сурăх ферминче тăрăшма пуçланă. Хĕр çулĕсене хĕрÿ ĕçре ирттернĕ. 1957 çулта Хĕлеçри Валерьян Спиридонов шофера качча тухнă. 52 çул ĕнтĕ вĕсем пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕмĕрлеççĕ. Хăтлă кил-çурт çавăрнă, 5 ача çуратса пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсен 10 мăнук тата мăнукĕсен 4 ачи. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра вăй хунă кил хуçисем, обществăлла мероприятисене яланах активлă хутшăннă. Сăмах май, Ю. Спиридонова алă ĕçĕсен ăсти те, юрă-ташăпа та çывăх. Çакна та каласа хăвармалла: вăл чылай çул Янкасри культура çуртĕнче тăрăшнă, кунтанах пенсие тухнă. Хăй вăхăтĕнче икĕ хутчен ял канашĕн депутатне суйланă ăна, Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантарнă.
Юлия Гордеевнана 75 çулхи юбилейĕпе Янкас тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Ю. Ефремова, Г. Ильина библиотекарь, Е. Маркова культура ĕçченĕ, В. Григорьев, А. Иванова, А. Илларионова, Е. Васильева пенсионерсем ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Н. Ершов юбиляра халалланă сăввине вуларĕ, хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
Заняти пурте пĕрле телеэкран çинче Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров юрлакан юрăсене пăхса киленнипе вĕçленчĕ.