АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Сеспель” кинотеатрта

12 января 2010 г.

 

Раштавăн 23-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре “Заволжский” клубран автобус тапранса кайрĕ. Шкул ачисемпе клубри ĕçченсем Шупашкар хулинче “Сеспель” кинотеатрта иртекен мероприятине çул тытрĕç.

“Чул хула трансгаз Газпром” ОАО Çĕнĕ çул ячĕпе ача çуртĕнчи пепкесене тата ачасен пултарулăхне тытса тăрас тĕлĕшпе ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерчĕ. Çак тĕллеве пурнăçласа икĕ хулана — Чул хулапа Шупашкар — суйласа илнĕ. Чул хулара акци раштавăн 21-мĕшĕнче иртнĕ.

Пурĕ уява 275 ача хутшăннă. Пирĕн клубри чи пултаруллă 50 ачаран хăшĕ-пĕри сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ыттисем вара — “Заволжски” клубăн тĕрлĕ кружокĕсене çÿрекен ачасем. “Юность” ташă ушкăнĕ (ертÿçи — Т. Ефремова), “Капельки” вокал ушкăнĕ (ертÿçи — М. Дмитриев), “Радуга” театра çÿрекен К. Николаевапа И. Сидоров çынсене хăйсен репертуарĕнчи чи савăк номерĕсемпе савăнтарнă.

Пуçтарăннисем зала кĕрсе лариччен фойере клоунсен хаваслă программине курса савăнчĕç, поп-корнпа пепси-кола тутанчĕç. Залта ачасем Т. Бекмамбетовăн “Черная молния” кинофильмне курса савăнчĕç. Çак фильм экран çине пĕрремĕш хут кăрлач уйăхĕнче çеç тухать. Газпром ачасене вара фантастикăлла кинона маларах курма май туса пачĕ. Çемçе креслăсем çинче ларса çĕнĕ йышши экран çинче пăхрĕç ачасем фильма. Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ.Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, Çĕнĕ çул парнисемпе таврăнчĕç ачасем Трак тăрăхне, вĕсен пултаруллăрах пулас туртăмĕ татах та вăйланчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика