АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çултан — тĕл пулу

12 января 2010 г.

Аллă çултан — тĕл пулу

Кирек мĕнле çыншăн та хăй пĕлÿ пухнă шкул манăçми те хаклă. Епле-ха унсăрăн? Çакăнта унăн хаваслă ачалăхĕ иртнĕ-çке, пирвайхи асамлă та черчен туйăмĕсем вăй илме пуçланă. Шкулта вĕрентекенсем тата кунта вăй хуракан ытти ĕçченсем вĕсемшĕн тăван пек çывăх çынсем пулса тăнă. Манăçмаççĕ иккен вĕсем.

Мăн Шетмĕ вăтам шкулне 1959 çулта вĕренсе пĕтернисем юбилейлă тĕл пулăва пухăнчĕç. Ун чухне 10 "а" тата 10 "б" классенчен 54 çамрăк вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ. Унтанпа шăпах аллă çул çитрĕ.

Вăхăчĕ шав малаллах шăвать. Çак тапхăртанпа юратнă шкула вĕренсе пĕтернисем çĕр-шывĕпех саланнă ĕнтĕ, ывăл-хĕрĕсене çитĕнтерсе патшалăха юрăхлă çынсем тунă, паянхи кун мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисемпе савăнаççĕ.

Юбилейлă тĕл пулăва И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машинăсем тăвакан факультет деканĕн çумĕ Ю. Н. Степанов доцент, Ю. Т. Силова, А. С. Михайлов, И. А. Анисимов (Шупашкар), Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче педагогра вăй хунă И. Е. Емельянов (Шăпăрлăвар), Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта тăрăшнă Н. И. Волкова, И. Р. Степанов (Кушкă), А. Е. Ефимова (Йĕпрем), Л. А. Гаврилова, Т. К. Кириллова (Кăлава) килнĕ. Хăйсене пĕлÿ панă чылай вĕрентекен паянхи кун çак çĕр çинче çук ĕнтĕ. Çавна май ĕнерхи вĕренекенсем Мăн Шетмĕ çăви çине çул тытрĕç. Кунта ватă педагогсен — Л. Н. Скворцован, С. Т. Тимофеевăн, Я. Я. Яковлевăн, Е. П. Петровăн, А. Т. Брызгалован, ытти учительсен вил тăприйĕсем. Вĕсем çине чĕрĕ чечексем хучĕç, асăну сăмахĕсем каларĕç. Юбилейлă тĕл пулăва килнисене, хаклă хăнасене шкул директорĕ А. И. Васильев йышăнчĕ, ăшшăн тав турĕ, паянхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Вĕсем шкула асăнмалăх пысăк парне — çут çанталăка сăнлакан картина парнелерĕç. Тĕл пулура Д. И. Ильин педагог-ветеранăн аса илĕвĕсене тимлĕн итлерĕç. Дмитрий Ильич та хăйĕн вĕренекенĕсенчен парнене тивĕçрĕ.

Ĕнерхи каччăсемпе хĕрсем вĕренÿ çулĕн тапхăрĕсене аса илчĕç, паянхи куна тантăшĕсем ăçта, мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕç. И. Степанов композитор пĕрле вĕреннĕ тусĕсене илемлĕ кĕвĕсем каласа, юрлаттарса-ташлаттарса савăнтарчĕ.

Сăпайлă йыш шкул столовăйĕнче чылайччен савăнчĕ, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕ. Малашне вĕсем çулленех тĕл пулма килĕшсе татăлчĕç. Тăван шкула манма çук иккен, мĕншĕн тесен вĕçсĕр ырă аса илÿсем унпа çыхăннă-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика