АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак — шкулта, хăнара

12 января 2010 г.

 

2009 çул Раççейре Çамрăксен çулталăкĕ те пулчĕ. Вăл вĕçленчĕ те ĕнтĕ.

Эпир, шкулта вăй хуракансем, хамăрăн пĕлĕве ачасене паракансем, пĕрре те ахаль ларма пултараймастпăр. Яланах малалла ăнтăлма тăрăшатпăр. Шыратпăр, тĕпчетпĕр, çуккине пур тăватпăр. Пĕрчĕн-пĕрчĕн, чăх-чĕп тырă сăхнă пек, яланах хаçат-журнал тата ытти литературăран кăна мар, пурнăçри кашни утăмран, кирек епле тĕл пулуран ылтăн-мерчен пуçтаратпăр.

Сăмахăм ачасен чун-чĕринче асра юлнă, савăнăçлă тĕл пулу çинчен. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнче хăйĕн таса тивĕçне пурнăçланă салтак, ентешĕмĕр Николай Михайлович Григорьев тăван ялне таврăнчĕ. Эпĕ, 6-мĕш класс ертÿçи пулнă май, вăл çартан таврăннине пĕлсенех, унпа тĕл пулса калаçрăм, шкула туслă тĕл пулăва чĕнтĕм. Ĕнерхи салтак хаваспах килĕшрĕ. Тĕл пулу ăшă кăмăлпа иртрĕ. Коля çарти пурнăç çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, арçын ачасене шкулта вĕреннĕ чухнех çара тимлесе хатĕрленме пуçламаллине çирĕплетрĕ. Коля 1989 çулта Чатукассинче çуралнă. Ялти шкулта вĕренсе алла аттестат илнĕ. Çав çулсенче вăл тĕрлĕрен мероприятисене хутшăннă. Спортпа туслă пулнă, хăйĕн тăван шкулĕн чысне хÿтĕленĕ. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти машинăсем тума вĕрентекен техникумра “техник” специальноçне алла илет. Служба кунĕсем Хабаровск облаçĕнче иртеççĕ. Вăл унта танковăй чаçе лекет. Малтанхи вăхăтра кама йывăр пулман пулĕ... Ăна салтакра пулса курнă кашни çынах аван пĕлет. Служба малалла пынăçемĕн Николай Михайлович взвод командирĕ таран ÿсет. Вăл хăйне шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçласа пырать. Халĕ вăл пирĕнпе пĕрле. Мĕнле тĕлĕнмелле ырă. Сан куçу умĕнче çитĕннĕ ачапа хире-хирĕç ларса калаçма, унăн пурнăçĕ тата хамăрăн кал-кал иртсе пыракан шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен “çавра сĕтел” хушшинче пуплеме. Николай — хăйĕн ырă, уçă, лăпкă, çепĕç, таса кăмăлĕпе кирек камăн чун-чĕрине çавăрса яма пултаракан çамрăк. Улттăмĕш класра вĕренекенсем те парăмра юлмарĕç, ăна ыйтусем парса тĕлĕнтерчĕç. Николай уйрăмах Юра Никонов, Люба Ефимова, Настя Кириллова, Наташа Петрова ыйтăвĕсем хăйĕн кăмăлне кайнине пĕлтерчĕ. Ачасене спортпа туслă пулма сунчĕ.

Вĕсем çемьере пиллĕкĕн пулнă: ашшĕ, Михаил, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă, амăшĕ, Елена Николаевна, пĕчченех виçĕ ывăлне ура çине тăратнă, ачисем: Эдуард, Евгений тата Николай. Коля чи кĕçĕнни пулин те, пиччĕшĕсенчен çÿллĕшĕпе чи пысăкки. Пиччĕшĕсем иккĕшĕ те салтакра “хĕрÿ точкăсенче” пулнă. Тавах, турра, тĕрĕс-тĕкел киле таврăннă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ. Елена Николаевна ача çуртĕнчен тепĕр ывăл Андрея усрава илнĕ. Вăл йывăрлăхран та хăраман, маттур тесе çеç калас килет. Ют çын ачи хăвăн мар-çке вăл. Ăна сас хăпартса калама е вăрçма, ÿпкелеме те юрамасть.

Кольăн ĕмĕчĕ пысăк. Кăштах каннă хыççăн, ĕçлеме вырнаçса, кÿртĕм майпа университета вĕренме кĕресшĕн. Николай ачасене вĕренÿре тăрăшуллă пулма, вĕрентекенсене ĕçре ăнăçу сунчĕ тата Тигр çулĕпе саламларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика