АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрăпа сăвă ытамĕнче

12 января 2010 г.

Юрăпа сăвă ытамĕнче

 

Çак йĕркесене эпĕ вĕсене чăннипех те тивĕçлĕ ятлă-сумлă çыннăмăр — Гурий Егорович Дубров (Кăмакал Куркки) пирки калатăп. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 76 çул тултарать пулин те творчество лаççинче çанă тавăрсах ĕçлет ĕçтешĕмĕр.

Ку таранччен вăл сăвă- проза темипе мĕн пурĕ вун пĕр кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çав шутра — “Пирĕн тăрăхри вăрман”, “Тăван кĕтес”, "”Вĕсем — Путене таврашĕ”, “Пирĕн йăх-несĕлсем”, “Туя туй пек тăвар-и?”, “Йăх-несĕл уявĕ”, “Çеруш таврашĕ” тата ыттисем те.

Анчахрах сăвăç “Кун-çул сыпăкĕсем” ярăмăн сăвăсен пуххине çырса пĕтерчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе вулакансене паллаштарас терĕм.

Юрăç пулнипе те палăрать тус-юлташăмăр.

— “Ял пурнăçĕпе” яланах тачă çыхăнура эпĕ. Кунта материалсем çырнипе пĕрлех редакци çумĕнчи агитушкăна хутшăнатăп, сцена çинчен халăха юрă-ташăпа савăнтаратăп. Акă, пĕлтĕрхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче кăна редакцин юрă-ташă ăстисемпе ялсенче, ĕç коллективĕсенче пулса мĕн пурĕ 15 концерт панă, — тет Гурий Егорович. — Ватăлатпăр пулин те чун-чĕре çамрăк-ха манăн…

Г. Дубров — районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика