29 декабря 2009 г.
Чÿк уйăхĕнче Санкт-Петербургра “Единая Россия” политика партийĕн XI сăезчĕ иртрĕ. Унта РФ Президенчĕ Д. Медведев, “Единая Россия” партин председателĕ, РФ Правительствин пуçлăхĕ В. Путин, “Единая Россия” партин Аслă Совечĕн председателĕ Б. Грызлов докладсем тунă.
Сăезд итогĕсене Красноармейскинчи вырăнти политканашĕнче пăхса тухнă. Унта “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ С. Николаев доклад туса панă. Халĕ партин пуçламăш уйрăмĕсенче сăезд материалĕсене тишкереççĕ.