29 декабря 2009 г.
Декабрĕн 23-мĕшĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври пухăвĕн черетсĕр XXXVIII ларăвĕ пулнă. Депутатсем кун йĕркине икĕ ыйту кĕртнĕ:
1. Красноармейски районĕн 2009 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен.
2. Красноармейски район территорийĕнче тулашри реклама хатĕрĕсене вырнаçтарса усă курмалли Правилăсене улшăнусем кĕртесси çинчен.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева, иккĕмĕшпе юридически пай пуçлăхĕ Л. И. Артемьев тухса калаçнă.
Депутатсем ку ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Вĕсене çывхаракан Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. В. Александров саламланă, ăнăçусем суннă.
Ларура район пуçлăхĕ С. А. Николаев та салам сăмахĕсем каланă, Ю. А. Ильин, А. И. Васильев тата А. М. Моисеев депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă.