29 декабря 2009 г.
Наркотике хирĕçле районти комиссин декабрĕн 25-мĕшĕнче пулнă черетлĕ ларăвĕнче комисси членĕсем хăйсен 2010 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетрĕç.
Ларура çавăн пекех Упи ял тăрăхĕн территорийĕнче наркоманипе алкоголизма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен В. Григорьевран информаци итлерĕç. Ку тăрăхра наркомансем çук пулин те, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен йышĕ пĕчĕк мар. Владислав Яковлевич ларура пĕлтернĕ тăрăх, кăçал административлă явап тытнă 169 çынран 125-шне обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн тата 8-шне обществăлла вырăнта эрех ĕçнĕшĕн айăпланă. Спирт тытакан шĕвексем сутакан 3 çынна тупса палăртнă, 2500-шер тенкĕлĕх штрафланă. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем йĕркеллĕ мар çемьесенче тăтăшах пулаççĕ, кил хуçисемпе калаçусем ирттереççĕ, актсем çыраççĕ, вĕсене ятарлă папкăсене пухса пыраççĕ.
Профилактика канашĕн ларăвĕсенче (вĕсене кăçал 11 ирттернĕ) ĕçкĕçсемпе, преступлени тăвас çул çине тăма пултаракансемпе çыхăннă ыйтусене тăтăшах хускатаççĕ.
11 уйăхра ял тăрăхĕн территорийĕнче, сăмах май, уголовлă 13 ĕç шута илнĕ, çав шутра 3-шĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. “Упи енре кăçал ÿсĕрпе 2 çынна вĕлернĕ. Çакă та ял тăрăхĕнче ĕçлекенсен ĕçкĕç-семпе кĕрешессине кун йĕркинчен пĕртте кăларма юраманнине çирĕплетет”, — терĕ ларура комисси членĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан П. Андреев. Комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев вара çамрăксем хушшинчи профилактика ĕçĕн эффктивлăхне тĕрлĕ мелсемпе тата майсемпе усă курса ÿстерме, йĕркеллĕ мар çемьесене милицин участокри уполномоченнăйĕ хутшăннипе тĕрĕслесех тăма, спорт ăмăртăвĕсен массăллăхне хăпартма, шкул ачисем хушшинче пирус туртни сарăласран анкета ыйтăвĕсем çине хурав илессине йĕркелеме сĕнчĕ.
Сÿтсе явнă çак ыйтупа та комисси членĕсем тивĕçлĕ йышăну турĕç.