АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат хучĕ илме кайсан...

29 декабря 2009 г.

 

Хаçат, хаçат тетпĕр. Ăна кун çути парас çĕрте хăш чух мĕн кăна курма тивмест пулĕ, вулакансенчен чылайăшĕ кăна пĕлме-чухлама та пултараймасть. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, чăрмавĕ пур, паллах. Хăш чух епле пысăк нушапа тухатчĕ вăл, хаçат. Халĕ, паллах, ун пек мар, хутне пире илсе килсех параççĕ те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенче пачах урăхла пулнă, хаçат çапмалли хута хамăр машинăпа кÿрсе килнĕ.

Пĕр вăхăтра, тĕрĕсрех 1978 çулта, пирĕн район центрĕ чăн-чăн тупик пулса тăчĕ. Йĕпе-сапара, уйрăмах çуркуннепе кĕркунне, Красноармейскине кирек хăш енчен те пырса кĕме ай-яй нушаллăччĕ. Кĕперсем хавшаса çитнĕ. Çавна пула Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер (хальхине ĕнтĕ) хывма тытăннăччĕ. Вăл çулсенче, каярах та эпир хаçат çапмалли хута “Чувашснабран” кÿрсе килеттĕмĕр. Ытларах чух, паллах, хамăр машинăпах. Октябрь уйăхĕнче çапла черетлĕ хут хаçат хучĕ илме кайрăмăр. Лере, Шупашкарти базăна ĕнтĕ, пĕр 10 сехет иртсен çитрĕмĕр. Çав складра ун чух В. Яковлева заведующире вăй хуратчĕ. Хĕрарăмĕ, мĕнле калас та, самай мăнăрахчĕ. Хăйне кăтартма пĕлетчĕ. Ăна килĕшÿсĕр пĕр сăмах сан шăл витĕр сăрхăнса тухрĕ тĕк, çав кун тавар тиесе тухасси пирки ан та шутла. Тĕрĕсрех вăл пурне те вырăна лартма пĕлнĕ. Хăй кам пулнине кăтартма пултарнă темелле-ши? Ун характерне аван пĕлетпĕр те нихăçан та хĕрарăм-хуçа кăмăлне хуçма шутламан. Склада çитнĕ те унти пÿлĕме кĕрсе ларнă. Кунта 2—3-шер хут килекенсем çак “начальникăн” хăйне евĕр тыткаларăшĕсене лайăх вĕренсе çитнĕччĕ. Унпа ытлашши сăмахласа хирĕçме шутламастчĕç. Пуçласа кунта лекнисене вара, уйрăмах вĕсем ăна васкатма хăтлансан, Валентина Ивановнăран самаях лекетчĕ. Хăйне хирĕç калама хăйнă çынна аялти-çÿлтипех тем те пĕр каласа хăртатчĕ тата чи кая хăваратчĕ. Вĕсем ĕç кунĕ вĕçленнĕ чух тин тавар тиесе каятчĕç. Нимĕн илмесĕр, пушăллах тухса кайнисем те пулнă тетчĕç.

Пире ăшшăнах кĕтсе илчĕ урлăшĕпе тăршшĕ пĕрешкел кĕлетке-çурăмлă самăр майра-хуçа. Анчах центровозсем нумай пулчĕç. Çавăнпа та вăл кун хут тиесе тухас мар хăрушлăх та тухса тăчĕ. Пĕр “интеллигент” склад хуçин кăмăлне пăснипех ĕнтĕ. Çапах та кăнтăрла иртни 3 сехет çурăра виçĕ тоннăна яхăн хута тиесе тухрăмăр-тухрăмăрах. Шупашкарта магазинсене-мĕнсене кĕрсе тăрас темерĕмĕр. Мĕншĕн тесен кăшт йĕпхÿ пек пĕрĕхме хăтланатчĕ. Янсакассине çитнĕ çĕре пĕлĕтсем шĕвелсех кайрĕç, çума пуçларĕ. Çавăн чух тем пулчĕ автомашинăна, вăл чăхăмлама пуçларĕ, унтан бух-бах! турĕ те сÿнсех ларчĕ. Пĕр хушă тем тусан та тапранмарĕ. Юлашкинчен машина тапратмалли ручкăпа мотора çавăрттарса машинăна асфальт çинелле уттарма тиврĕ. Çапла пĕр 35—40 метр кайсан, çул айлăмалла выртрĕ. Анаталла кайнă чух машина тапранчĕ. Хамăр “Ан сÿнсе лартăрччĕ çеç” текелесе пыратпăр. Хусакасси тĕлĕнче Мăн Çавал урлă хывнă кĕпер патне çитнĕ çĕре самаях тĕттĕмленнĕччĕ. Кунта автотранспорт черечĕ — икĕ енĕпех. Ăçта пăхнă унта машина кĕре-кĕре ларнă. Вĕсене тĕксе-туртса кăларасшăн тапаçланаççĕ. Тракторсем те пур. Пĕрисем Трак чукун çул станцийĕнчен çĕр улми пушатса каялла килеççĕ, теприсем, тепĕр май, унта çитсе “иккĕмĕш çăкăра” пушатса хăварасшăн. Çумăр лÿшкесех çума тытăнчĕ. Пирĕн кузов çинчи хут самаях йĕпенме ĕлкĕрнĕ. Ку черете кĕтсе тăрсан, пирĕн хут юрăхсăра тухать. Çавăнпа та Леня ăна-кăна пăхмасăр газ çине пусрĕ, “Ну, не подкачай только!” текелет хăй. Мотор ÿле-ÿле ĕçлет, хăма çура-çура темле тухса кайрăмăр тулĕк, нимĕн те ăнланса юлаймарăмăр. “Турра шĕкĕр” тесе хăвăртрах Красноармейскинелле вĕçтертĕмĕр. Кунта çитсен, каçхи хуралçăра ĕçлекен Василий Михайловпа (халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, тăпри çăмăл пултăр — В. Е.), вăл ÿркенсе тăмарĕ, хайхи хут рулонĕсене пушатрăмăр. Йĕпенерех панисене типографине шала кĕртсе хутăмăр, лайăхраххисене — тамбура.

Тепĕр кунне редактортан хытах патак лекрĕ пире: водительпе мана. Ара, сăлтавĕ те пулнă çав: эпир васканипе хут витме брезент илме маннă.

Çакăн хыççăн çула тухас умĕн кузов çине витме шăналăк илме пĕрре те манман.

Вăл çул хуçалăхсем, çавăн пекех уйрăм çынсем те ĕнтĕ, Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă йĕркеллĕ кĕпер пулманнипе мĕн чухлĕ нуша курмарĕç пулĕ. Халĕ çав вăхăта аса илсен, кулас та, йĕрес те килет. Хăшĕ-пĕри, тен, кăшт тăрăхлама та пăхĕ. Анчах пулнă вĕт-ха çавăн пек самантсем, вĕсене ниепле те асран кăлараймăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика