29 декабря 2009 г.
Ямăттине хапсăнакансем пирĕн хушăра тупăнаççĕ-ха. Акă, Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи пысăках мар яла çитсе курăр-ха. Кунта та юлашки вăхăтра вăрăсем хунаса кайнă. Пĕрне вара хăвăртах “капкăна” çаклатнă. Кам-ши вăл?
Паллаштарăпăр… Вăл 1962 çулта çуралнă Николай Евдокимов иккен. Мĕншĕн айăпланнă-ха вăй питти арçын? Сăлтавне уçса парăпăр.
Кăçалхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче хаяр шĕвекпе имленнĕ арçын “сунара” тухнă. Вăрлас шухăш канăç паман-мĕн Н. Евдокимова. Ÿсĕр пулни татах хăпартлантарса янă ăна.
— Ял хĕсĕр мар вĕт… Килĕрен тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ ялта. Ара, Зоя Семенован хуçалăхĕнчен сурăх йăкăртас. Шăл айне хума аш-пăшĕ пурри пăсмасть, — кĕçĕтмен ĕнсине кăтăрт! кăтăрт! хыçса илнĕ вăй питти. — Йоккăр-маккăр!.. Тута хĕррисене çак сăмахсемпе хускатса илнĕ тăруках. Каç сĕмĕпе урам тăрăх лĕпĕстетнĕ Н. Евдокимов. “Октябре — 50 çул” урамри 20-мĕш çуртăн карта-хури урлă каçнă çакскер. Кил картинчен хура тĕслĕ сурăха çĕклесе те тухнă. Уй куçлă вăрман хăлхаллă теççĕ çав. Ялта З. Семенован сурăххи çĕтни пирки хăвăртах хыпар сарăлнă. Вăррине те ярса илнĕ вара. Район сучĕ Н. Евдокимова уголовнăй майпа айăпланă.