29 декабря 2009 г.
Вут-кăвар кăтартать типшар. Уйрăмах пушар тухассинчен сыхланасси çине алă сулатпăр тепĕр чух. Унăн правилисене пăхăнасси пирки манатпăр эппин…
Ай, вай, инкекĕ пырса çапсан, мĕн тери кулянатпăр?! Хальлĕхе уйрăм çынсемпе ертÿçĕсем те хăшĕ-пĕрисем пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнмастпăр-ха.
Тĕслĕхрен, Янкас çĕрĕ çинче вырнаçнă “Бахча” пĕрлешĕвех илер. Кунта пушарнăйсем, черетлĕ тĕрĕслев хыççăн, Н. Мамедов предприниматель вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснине палăртнă. Пăрусем хупмалли витере йĕркесĕрлĕхсем хуçаланнă иккен. Ытларах вĕсем электрохуçалăха тĕрĕслесен тăрă шыв çине тухнă. Ку йĕркесĕрлĕх, паллах, пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнмалли правилăсене куç кĕретех пăснипе тата çынсен, выльăх-чĕрлĕхĕн пурнăçне сыхласа хăварассишĕн тăрăшманнипе çыхăннă. Суд çакăн пек явапсăрлăхшăн пăру витине 90 талăклăх хуптарнă.