29 декабря 2009 г.
2009 çул кăтартăвĕсене тишкернĕ тăрăх, çакна палăртмалла: асăннă тапхăрта “Условник” этапа тăватă хутчен йĕркелерĕмĕр. Çакăнта районти шалти ĕçсен пайĕн тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Тĕрĕслевсене пĕтĕмпех каçхи вăхăтсенче ирттернĕ. Тĕп тĕллев çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăхăннине тĕрĕслессипе çыхăнчĕ. Рейдсем вăхăтĕнче обществăлла йĕркелĕхе пăснă пĕр тĕслĕхе те тупса палăртман. Кашни ачах килĕсенче пулнине тата вĕсене ашшĕ-амăшĕ асăрхаса тăнине палăртнă. Ашшĕ-амăшĕ хушшинче те йĕркене пăснă тĕслĕх пулман.
Çулталăк кăтартăвĕсене пăхса тухнă май, кашни ашшĕ-амăшнех харпăр хăй ачине вăл каçсерен ăçта тата кампа çÿренине çирĕп асăрхаса тăрасси пирки аса илтеретĕп. Мĕншĕн тесен ачасене ирĕке ярсан, тĕрĕслесе тăмасан, вĕсем преступлени тăвасси те куç умĕнчех.
Ачасен пуласлăхĕ ашшĕ-амăшĕнче пулнине манас марччĕ.