29 декабря 2009 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн 2008 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи ларăвĕн 27-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, районта право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешессипе 2009—2012 çулсем валли хатĕрленĕ ĕç планĕ тăрăх, профилактика мероприятийĕсене пурнăçласа пыраççĕ.
Çавна май районти шалти ĕçсен пайĕнче штаб йĕркеленĕ, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ятарлă комиссисем хăйсен ĕçне татах лайăхлатнă. Ял тăрăхĕсенче профилактика енĕпе тăрăшакан комиссисен ларăвĕсенче вырăнсенче обществăлла йĕркелĕхе пăсакансене, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене час-часах пăхса тухаççĕ, тивĕçлипе явап тыттараççĕ. Тĕслĕхрен, Алманч, Еншик Чуллă, Упи ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчи профилактика канашĕсен ларăвĕсенче сывă та урă пурнăçшăн кĕрешессине кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Акă, Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕн профилактика канашĕнче мĕн пурĕ активлă сакăр çын. Çав йышра ял тăрăхĕн депутачĕсем А. Егоровпа Л. Федорова, Алманчпа Шывпуç шкулĕсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем — П. Матвеевапа Т. Гаврилова тата виçĕ ял старости пур. Кунта социаллă хăрушă пулăм кăтартакан сакăр çемьене шута илнĕ. Вĕсене тата ĕçкĕ-çикĕ енне сулăннă çынсене, килсенче харкашу-тытăçу кăларакансене, час-часах профилактика канашĕн ларăвĕсене чĕнеççĕ, пăхса тухаççĕ, явап тыттараççĕ.
Ман шутпа, çакнашкал ырă тĕслĕхе кашни ял тăрăхĕн администрацийĕнчех пурнăçа кĕртессине шута илмелле, профилактика ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе çĕнĕ майсем шырамалла. Ял тăрăхĕсен ĕçне вăйлатассипе кунта прокуратура, суд, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсене активлă хутшăнтармалла. Мĕн пытармалли пур, хальлĕхе хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ ÿссе пыни куç умĕнчех. Çул çитмен ачасен каçсерен, вунă сехет иртсен, урамра çапкаланса çÿремелле мар пулин те, вĕсем вара обществăлла йĕркелĕхе пăхăнмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çак йĕркене пăхăнассине çирĕп шута илмелле. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ харпăр хăй ачи-пăчи çĕр варринче ăçта çÿренине те пĕлмест, интересленмест те.
Çĕнĕ çул çывхарса пынă май преступниксем те çывăрмаççĕ. Хăш-пĕр çынсем уявсенче харпăр хăй çурчĕсене е хваттерĕсене питĕрмесĕрех хăварнă тĕслĕхсем те вырăн тупаççĕ. Теприсем харпăр хăй япалисене те хуçасăрла пăрахса хăвараççĕ. Çакăнпа, паллах, вăрăсем усă кураççĕ те.
Çавăнпа та, çÿлерех асăрхаттарнисене шута илсе, кашни çыннăн асăрханулăха ÿстермелле, тимлĕхе татах вăйлатмалла. Кусем пĕтĕмпех профилактика ĕçĕпе çыхăннă.