29 декабря 2009 г.

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн çуртĕнче ветерансен районти пуçламăш организацийĕсен председателĕсен семинар-канашлăвĕ пулчĕ.
Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ В. Х. Гордеева унта малтанах ветерансен республикăри V пленумĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, пуçламăш организацисенче ветерансен списокĕсене çĕнĕрен пăхса тухма кирлине палăртрĕ, ветерансен районти канашĕн 2010 çулхи ĕç планĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Пĕтĕм Раççей халăхĕ евĕрех, эпир те Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Çавна май хамăр тăрăхра интереслĕ те асра юлмалла чылай мероприяти иртмелле", — терĕ Валентина Харитоновна.
Сăмах май, çулсем иртнĕçемĕн вăрçа хутшăннисен йышĕ чаксах пырать. Халĕ, ав, вĕсем районта 52-ĕн кăна пурăнаççĕ. Апла пулсан пирĕн вĕсемшĕн куллен тимлемелле, сывлăхĕсене сыхламалла, пÿрт-çуртра пулăшу кÿмелле.
Ветерансен вырăнсенчи канашĕсен председателĕсем Р. Д. Репин (Шупуç), И. И. Ильин (Мăн Шетмĕ), З. А. Аркадьева (Красноармейски) тата Т. А. Александрова (Именкасси) семинар-канашлура юбилей çулталăкĕнче палăксен районти конкурсне йĕркелеме, пленум-конференцисенче тухса каланă асăрхаттарусемпе сĕнÿсене тĕпе хурса, мероприятисен планĕсене тĕллевлĕ хатĕрлеме тата çийĕнчех вырăнсенчи организацисене çитерме, райцентрта автомашинăсен хăвăртлăхне чакарма ятарлă паллăсем вырнаçтарма, пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсене инçетри ялсенче те ирттерме сĕнÿсем тăратрĕç.
Семинар-канашлăва халăхăн социаллă пулăшу пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова хутшăнчĕç, саккун йышăнас çĕрти тата пенси тÿлес çĕрти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç.