АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялкор ял-йыш асĕнчех

29 декабря 2009 г.

Ялкор ял-йыш асĕнчех

Тăхăр вунă киллĕ ялта халĕ те аса илеççĕ ăна. “Кăмăллă чăвашчĕ, вăр-вар çынччĕ”, — теççĕ. Çапла калама сăлтавĕ те пур пайсупинсен. Сăмах кунта сад ăсти, пултаруллă ялкор пулнă Сильвестр Терентьевич Терентьев пирки пырать.

Ентешĕмĕр утмăлмĕш çулсенче тытăнса мĕн çĕре кĕричченех “Ял пурнăçне” çырса тăчĕ. Пурăннă пулсан халь декабрĕн 5-мĕшĕнче тăхăр вуннă тултаратчĕ. Шел, 1990 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Ялта ялкорăн килĕнче унăн мăшăрĕ — Зоя Пахомовна Пахомова — пурăнать. Çамрăках мар ĕнтĕ вăл. Кăçалхи августăн 13-мĕшĕнче 79 çул тултарчĕ. Тарават хĕрарăм. Яла кайса килнĕ май час-часах кĕрсе тухатăп ялкор килне. Кирпĕчрен хăпартнă ăна. Урама урлă вырнаçнă капмар çурт. Сильвестр Терентьевич пурăннă чухне çĕклерĕç ăна. Унчченхи çав вырăналлах, йывăçран хăпартнăччĕ.

— Мăшăрсăр кичем çав. Пĕччен пурнăç интереслех мар. Юрать-ха ачасем тата мăнуксем килсе çÿреççĕ. Юлашки çулсенче вăй-хал та тăруках хавшарĕ. Чир-чĕр тени пăркăчласшăн тата… — хăй калассине пытармасть ялкор мăшăрĕ. — Хуйхи-суйхи те тупăнчĕ çине-çинех…

Хуйхă-суйхă тенĕрен ача-пăчасенчен чи аслă ывăлĕ — Валерий — çĕре кĕни те чылай хуçрĕ амăшне. Тата ун хыççăн çуралнă хĕрĕн — Линăн мăшăрĕн — Яков Архиповăн та — кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Эх!?..

— Сильвестр Терентьевич, ялта Çинккă тесе чĕннĕ, сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ-ха? — ыйтуллăн пăхрăм тулли сăн-питлĕ ватăна. — Пĕр-икĕ саманта аса илĕр-ха?

— Пĕрремĕшĕ, паллах, яштака çан-çурăмлă каччăпа паллашнине палăртас килет. Хамăр ялтан, Вăрнар районĕнчи Услантăр Явăшран, ирпе-ирех çитнĕччĕ Çинккăсен ялне. Упăшкана çапла чĕннĕ. Хам çăмартасем йăтнă. Алманч пасарне васкатăп. Сăмах çине — сăмах. Паллашрăмăр вара…— терĕ З. Пахомова. — 1949 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕрлешрĕмĕр те…

Хаçат-журналсăр питĕ кичемччĕ ăна. Уйрăмах “Ял пурнăçне” алăран ямастчĕ Сильвестр Терентьевич. Хăй каланă тăрăх, çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех, “Колхозник” хаçата (халь “Ял пурнăçĕ”) пуçласа заметка çырнă.

— Утмăлмĕш çулсенче район çĕнĕрен йĕркеленсен çанă тавăрсах çырма пуçларĕ. Кунне райхаçат редакцине иккĕ-виççĕ те çитетчĕ пуль. Велосипедпа каятчĕ, — аса илчĕ ялкор мăшăрĕ. — Ку асра юлакан иккĕмĕш самантпа çыхăнчĕ.

Манăн 1969—1973 çулсенче ялти клуб заведующийĕнче ĕçлемелле пулчĕ. Ун чухне сцена çинчен юрăпа ташă татăлман. Кÿршĕллĕ ялсенче те хамăр пултарулăха кăтартнă. Тата хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче кашни кун тенĕ пекех “Çиçĕм” листоксене кăлараттăмăр. Мана ку тĕлĕшпе Сильвестр Терентьевич чылай пулăшатчĕ. Район хаçачĕ валли çивĕч материалсем хатĕрленипе пĕрлех бригадăри стена хаçатĕнче те вырăн тупатчĕç вĕсем. Пĕрехмай тухса çÿретчĕ ĕçтешĕмĕр. Критиклеме хăрамастчĕ. Хăй çырнă статья е корреспонденци шăпишĕн явап тытма хатĕрччĕ. Акă, пĕррехинче çĕр улми турттаракан лавçăна питĕ пуян чĕлхепе сăнарласа çырчĕ райхаçатра. Лешĕ ана çинченех çĕр улми йăкăртма шут тытнă иккен.

Редакцинче тус-юлташсем тупнăччĕ ялкор. Унсăрăн епле-ха? Пĕррехинче: “Тусли тусăм, эсĕ Леонид Саврана пĕлетĕн-и?” — тесе ыйтрĕ вăл манран. Палламастăп-ха ăна, хуравларăм эпĕ. Каярахпа паллашрăм вара Савранпа. Райхаçатăн тĕп редакторĕ Васнарта пурăнакан Леонид Николаевич Николаев пулнă иккен Савран ятли.

Çут çанталăк тусĕ, тăрăшуллă сад ăсти пулнипе те асрах ялкор маншăн. Пирĕн хушăра 19 çул çук пулин те, тус-юлташăмăр ячĕ яланах чĕрĕ тата манăçми.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика