АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей

29 декабря 2009 г.

Ĕçре тупнă телей

 

Яманак ялне пырса кĕрсен нумаях та утмарăм. Пĕр пысăках мар кирпĕч çурт хăй патнелле туртрĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ пулчĕ иккен. Алăка уçса кĕрсен юсав ĕçĕсем пынине асăрхарăм.

Мана Альбина Аркадьевна Иванова ĕçчен кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Хăйĕнпе, ĕçри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Пÿлĕмĕнче таса, çутă, кашни япала хăйĕн вырăнне тупнă. Альбина Аркадьевна кунти тăрăхра, тĕрĕсрех фельдшерпа акушер пунктĕнче, 1983 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Яманакри фельдшерпа акушер пункчĕ ку тăрăхри виçĕ ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерет.

А. Иванова Çĕньял Чуракасси хĕрĕ. Вăл 1960 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕ, Аркадий Сильвестрович Сильвестров, тимĕрçĕ пулнă, амăшĕ вара — Раиса Никитична Егорова, колхозра вăй хунă. Вĕсем 2 хĕрпе 3 ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Альбина Аркадьевна Шывпуçĕнчи шкулта — 8, Алманчри вăтам шкулта 2 çул вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищине çул тытнă. Алла диплом илсен районти больницăран ăна Яманак ялне ĕçлеме янă.

Ку ял каччипе, Яков Александровичпа, вăл вăхăтра “Шанс” предприятире водитель пулса ĕçленĕскерпе, çемье тĕвĕлесе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Икĕ ывăлпа хĕр савăнтараççĕ ашшĕ-амăшне.

— Килте халĕ мăшăрăмпа иксĕмĕрех пурăнатпăр. Ачасем килсех тăраççĕ. Аслă ывăл, Саша, Чул хулара ĕçлет, Володя çемьеллĕ, мăнукăм, Ангелина, пур. Зина хĕрĕм планпа экономика колледжне пĕтернĕ хыççăн тĕп хулари "Смак" лавккара оператор пулса вăй хурать. Выльăх-чĕрлĕх чылай пирĕн. 2 ĕне сăватăп, сĕтне Çĕмĕрлери сĕт-çу заводне вырнаçтаратпăр. Кăштах укçи пултăр тетпĕр-çке. Сысни, хурĕ, чăххи-чĕппи те пур хуçалăхра, — çепĕççĕн каласа пачĕ хăйĕн çемйи пирки А. Иванова.

Кашни ирех ĕçе утать Альбина Аркадьевна. Нумай çул хушши ĕçлесе, пысăк опыт пухнă.

— Ирхине кинемейсем чылайăн килеççĕ. Пĕрне сĕнÿ-канаш кирлĕ, тепри юн пусăмне виçтересшĕн, виççĕмĕшĕ участок тухтăрĕ хăçан килессипе интересленет, тăваттăмĕшĕ вара пуплесе чунне уçасшăн, — пĕлтерет фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ.

Медицина тытăмĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн патшалăх çирĕплетнĕ тÿлеве 2004 çултан илме пуçланă Альбина Аркадьевна. Хăйĕн ĕçне кăмăлласа пурнăçлать вăл. Пÿлĕмсенчи юсав ĕçĕсене те хăйсемех тăваççĕ. Юсав ĕçĕсем тума ял халăхĕпе Владимир Николаевич Львов предприниматель (вĕсем сăрă илсе панă) пысăк пулăшу кÿнине пĕлтерчĕ А. Иванова, вĕсене тав сăмахĕ каларĕ.

Çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунас килет Альбина Аркадьевнана. Ялти хисепе малашне те ан çухаттăр вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика