29 декабря 2009 г.

Яманакри Нина Петровнапа Петр Иванович Ивановсем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ капмар та хăтлă, икĕ хутлă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе, хулари хваттертен те чаплăрах кунта: çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, шыв кĕртнĕ, ăна газ колонкипе ăшăтса ванна кĕме пулать, канализаци, туалет пур.
Пахча-анкарти юнашарах: çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, улмуççисем лартнă, выльăх-чĕрлĕхрен сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ, килте йытă, кушак тытаççĕ.
— Чăн-чăн ырлăх халĕ, — теççĕ Ивановсем.
1963 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпах шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Кил хуçи — Петр Иванович — 74-ра пырать, 45 çул водительте ĕçленĕ, вăрман, ытти материал турттарнă. Ачаллах каскалама юратнăскер, ку ĕçе ĕмĕр тăршшĕпех пăрахман, хăварма шухăшламасть те. Çĕнĕ çуртри йывăç япаласене пурне те хăй аллипе ăсталанă. Сĕтел-пукан, кравать тума, карçынкка-лăпă çыхма, çава-кĕрепле аврисем хатĕрлеме çав тери маçтăр Петр Иванович. Пасар-ярмарккасене сутма та илсе тухать. “Хăшĕ-пĕрисем киле пырсах саккас пара-пара хăвараççĕ”, — тет вăл.
Мăшăрĕ те ĕçчен. Кил-çурта типтерлĕ те таса тытать Нина Петровна. Хăй вăл Карайран качча килнĕ, унти участок больницинче 30 çул вăй хунă. Унтан 8 çул Яманакри фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра тимленĕ.
Виçĕ ача пăхса ÿстернĕ телейлĕ мăшăр. Вĕсене те, хăйсем евĕрех, ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Асли — Света — халĕ — Шупашкарти троллейбус управленийĕн экономисчĕ. Вăталăххи — Святослав “Красное Сормово” хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Кĕçĕнни — Сергей предприниматель ĕçне килĕштернĕ.
Килен-каяна ăшшăн йышăнаççĕ Ивановсем. Сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямаççĕ. Çавăншăн хисеплеççĕ те вĕсене ку тăрăхра. Тав туса, ăнăçу сунса сывпуллашрăмăр эпир те вĕсемпе.