25 декабря 2009 г.
Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса пирĕн районта документсене пĕр чÿрече йĕркепе йышăнаççĕ. Унтанпа 1536 заявленипе ыйту йышăннă, çав шутра пĕр чÿрече йĕркепе — 18 заявленипе 11 ыйту. Регистраци службине 29 кадастр паспорчĕ панă.
Пĕр чÿрече системăпа документсем паракан граждансем алла свидетельство илнĕ чух пурте кăмăллă. Кадастр паспорчĕпе право свидетельстви илмелли процесс пĕр уйăх хушшинчех пулса иртет. Халĕ тĕрлĕрен службăсене çÿресе вăхăт ирттермелле мар, специалистсем юнашарти сĕтелсем хушшинчех лараççĕ. "Пĕр чÿрече" система ĕçлени çинчен пĕлтернисем, çĕр участокĕсен саккунлă прависене çырни пирки ăнлантарнисем Раççей куçман пурлăхĕн регистрацийĕпе кадастрĕн мĕн пур органĕсенче, ял тăрăхĕсемпе район администрацийĕнче те пур.
Кăçалхи декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта ял хуçалăх производствипе ĕçлекен граждансемпе 89 хресчен-фермер хуçалăхĕ шутланса тăраççĕ. Вĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пĕтĕмпе 363 гектар çирĕплетсе панă. Граждансен килти хушма хуçалăхĕсем 7130-па танлашаççĕ. Вĕсен аллинче 4644 гектар çĕр пур.
Районта пурĕ 1483 сад участокĕ шутланать, вĕсем 134 гектар лаптăк йышăнаççĕ. Пĕтĕмпе 7 сад юлташлăхĕ пур. Вĕсен хисепĕ юлашки 6 çулта улшăнман. Анчах усă курман сад участокĕсен йышĕ ÿсет. 115 çемье пахча çимĕç çитĕнтерес енĕпе ĕçлет. Пахча çимĕç лаптăкĕсем 12 гектар йышăнаççĕ.