АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулар

25 декабря 2009 г.

 

Кăçалхи 11 уйăхра экономика обăекчĕсемпе пурăнмалли секторта 30 пушар (пĕлтĕр çак тапхăрта 27 пушар пулнă) алхаснă. Вăл 1115600 тенкĕлĕх (931500 тенкĕ) сиен кÿнĕ. Вут-çулăмпа 20 хуралтă çунса кĕлленнĕ тата сиенленнĕ, 7 çын ĕмĕрĕ татăлнă (2), çав шутра — пĕр ачан. 2009 çулта пушар вăхăтĕнче аманнисем пулман, пĕлтĕр вара 3 çын пулнă. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, пушарсен шучĕ ÿснине çак ял тăрăхĕсенче курма пулать: Пикшик — 4 (1), Красноармейски — 6 (3), Упи — 5 (6), Кĕçĕн Шетмĕ — 5 (4), Чатукасси — 2 (1), Алманч — 3 (3), Мăн Шетмĕ — 4 (5), Еншик Чуллă — 1 (3), Карай — 0 (1). Пушарта çынсен пурнăçĕ татăлни пăшăрхантарать. Упи ял тăрăхĕнче 3 (0) çын, Кĕçĕн Шетмĕ — 2 (0), Еншик Чуллă — 1. Паянхи куна тата Çĕньял Упи ялĕнчи пушарта (Красноармейски ял тăрăхĕ) тепĕр çын вилнине шута илнĕ.

30 пушартан 27-шĕ пурăнмалли çурт-йĕрте пулнă. Ку ĕнтĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнманнипе çыхăннă. Пушар сăлтавĕсене тишкерсен вут-çулăм кăмакасемпе мăрьесене вырнаçтарса усă курмалли правилăсене шута илменнипе (11), электричество хатĕрĕсене усă курассин правилисене пăхăнманнипе (7), вут-çулăмпа асăрхануллă пулманнипе, вăл шутра пирус-чĕлĕм туртнă чух (7), ачасем вут-кăварпа вылянипе (2), чĕртсе янипе (2) тата ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула (1) тухнине палăртмалла.

Пушар шутне тата вĕсенче пулнă тăкака чакарас тĕллевпе районта кашни çулах икĕ тапхăрпа (çуркунне, кĕркунне) “Çурт-йĕр” операци иртет. Операци вăхăтĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа 1187 кил-çурта тĕрĕсленĕ, 2854 çынна пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарнă, ялсенче çынсем пуçтарăнакан 68 вырăна çитсе курнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн темипе çырнă материалсене районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра тата Красноармейски районĕн сайтĕнче час-часах пичетлетпĕр, вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ конкурссем ирттеретпĕр. Ĕç коллективĕсенче пушартан сыхланас пирки 58 хут тухса калаçнă, вĕсенче 1943 çынна явăçтарнă.

11 уйăх хушшинче пушар хуралĕн ĕçченĕсем районти организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче пулса пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ыйтнă пек туса пынине планпа килĕшÿллĕн — 50, плана кĕртмен 52 обăекта тухса тĕрĕсленĕ. Çакна пĕтĕмлетнĕ хыççăн юридически енсемпе должноçри çынсен тата граждансен ячĕпе 98 (87) административлă протокол çырнă. Протоколсен шутĕнчен 76- шĕпе (74) административлă штраф (пĕтĕмпе 100 пин тенкĕ) парса явап тыттарнă, 76,5 пин тенкине шыраса илнĕ. 8 протоколĕ ĕç-пуçа чарса лартассипе çыхăннă, çавна май ăна районти суда ярса панă. Суд çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: 4 обăекта чарса лартнă, пĕринпе 10 пин тенкĕлĕх административлă штраф хунă, икĕ асăрхаттару панă, пĕр административлă ĕçе чарса лартнă.

Пермьре пулса иртнĕ синкерлĕ ĕç хыççăн прокуратурăпа пушар хуралĕн ĕçченĕсем плана кĕртмен тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Паянхи куна апатланмалли обществăлла вырăнсенче — 7, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче — 15 тата пиротехникăлла хатĕрсем сутакан пĕр лавккара тĕрĕслевсем ирттернĕ. Пĕтĕмлетÿ хыççăн çултан çул тĕл пулакан йăнăшсене тата срокĕ тухнă пиротехника хатĕрĕсене сутнине (ку уголовлă яваплăхпа çыхăннă) тупса палăртнă. Ялсенче пушар тухни çинчен пĕлтерме сасăллă сигнализацисем çукки, каçхи хурал тăрассине йĕркелеменни, пĕвесемпе кÿлĕсенчен шыв ăсма ятарлă вырăнсем çукки пысăк чăрмав кăларса тăратать. Инкек-синкек сиксе тухсан районти 32-мĕш пушар чаçĕ машинисен район центрне шыв патне темиçе хут та килсе кайма тивет. Ку вара чылай тăкакпа çыхăннă.

Вут-çулăм алхаснă вăхăтра районти 32-мĕш пушар чаçĕпе “Нива” хуçалăхри пушар машинисем пысăк пулăшу параççĕ. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче машинăсем çĕмрĕк е хутса ăшăтман бокссенче лараççĕ. Алманчпа Упи ял тăрăхĕсенче вара ăшă бокссем пачах та çук.

Паян умра тăракан тĕп тĕллевсем çаксем тесе шутлатпăр:

— кашни ял тăрăхĕнчех каçхи хурал тăрассине йĕркелемелле;

— пушар тухнине ялти халăха пĕлтерме сасăллă сигнализаци вырнаçтармалла;

— ялти активпа пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарас тĕллевпе çынсен хушма хуçалăхĕсене кĕрсе паллашмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика