25 декабря 2009 г.
Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей Геройĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн В. Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ.
Унта Трак енри "Вольник" спорт клубĕн кĕрешÿçисем те вăй виçнĕ, хăйсене япăх мар енĕпе кăтартнă. Тĕслĕхрен, Никита Дубов 40 килограмлă атлетсен тупăшăвĕнче çĕнтерсе, дипломпа медале тата парнене тивĕçнĕ. Ытти кĕрешÿçĕсенчен Н. Михайловпа В. Трофимов тăваттăмĕш вырăна тухнă.