25 декабря 2009 г.
Ноябрь вĕçĕнче Коми республикинче Федор Дюпенко спорт мастерне асăнса "Сыктывкар йĕлтĕр йĕрĕ" ятпа йĕлтĕрçĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн районти Константин Львовпа (Трак гимназийĕ) Владимир Петров (2-мĕш вăтам шкул) та тупăшнă. Ăмăртăва тĕнче класлă спорт мастерĕсемпе спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсемпе 1-мĕш разрядри йĕлтĕрçĕсем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ дистанцисене классика тата ирĕклĕ мелпе чупнă.
Классика мелĕпе 1,4 километра чупма пурĕ 214 йĕлтĕрçĕ тухнă. Асăннă дистанцире К. Львов пĕтĕмĕшле 95-мĕш, çамрăксем хушшинче 18-мĕш пулнă. В. Петров кăтартăвĕ — 124 (35). Асăннă дистанцие ирĕклĕ мелпе чупса В. Петров 230 йĕлтĕрçĕрен пĕтĕмĕшле — 143-мĕш, çамрăксем хушшинче 24-мĕш вырăн йышăннă. К. Львов кăтартăвĕсем çапларах — 145 ( 25).
10 километра классика мелĕпе 27 минут та 18,7 минутра чупса тухса, К. Львов пĕтĕмĕшле — 81-мĕш, çамрăксенчен 12-мĕш вăхăт кăтартнă. В. Петровăн кăтартăвĕсем — 146 (35).
15 километра ирĕклĕ мелпе Константин Львов 39 минут та 50,5 çеккунтра чупса тухнă, пĕтĕмĕшле — 81-мĕш, çамрăксенчен 8-мĕш вăхăт кăтартнă. В. Петров кăтартăвĕсем — 131 (22). Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн йĕлтĕрçĕсем çĕнĕ сезона япăх мар кĕтсе илеççĕ.