АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикшикри тĕл пулура

25 декабря 2009 г.

Пикшикри тĕл пулура

 

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Пикшикри кану центрĕнче "Ял пурнăçĕ" хаçатăн Пикшикри кунĕ иртрĕ.

Çав кун кунта район хыпарçин чăн-чăн тусĕсем пухăнчĕç тесе палăртмалла. Акă, тĕслĕхрен, Петр Иванов хăйĕн 83 çулне пăхмасăр Вăрманкасран тĕл пулăва çитнĕ. Районăн чăн-чăн патриочĕ теме пулать ăна. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов, райхаçат кунне уçнă чух каланă хăйĕн кĕске сăмахĕнче "Паян çакăнта ларакансенчен кам районти "Ял пурнăçĕ" хаçата çырăннă" тесе ыйтсан, алăсем шăкăрин çĕкленчĕç. Пурте çырăннă иккен. Çанталăкĕ чылай çемĕçтернĕрен-ши, тулта сывлăш температури 5—6 градус çеç сивĕ, аякри ялсенчен — Çеçмерпе Уйриçуртран, Вăрманкаспа Шупуçĕнчен, Туканашран, Ямайкассипе Ыхракассинчен тата ыттисенчен — пĕр 33—35 çын килнĕ. Район хыпарçине чунтан юратса вулакансем ĕнтĕ вĕсем.

Алексей Николаевич кĕç "Ял пурнăçĕ" хаçатăн тĕп редакторне И. А. Прокопьева сăмах пачĕ. Иван Афанасьевич, тĕл пулăва пухăннисене райхаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн тав тунă май, Трак енре 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн район хыпарçине çырăнтарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Райхаçатра кун çути курнă материалсем çинче чарăнса тăчĕ, юбилейсене — района туса хунăранпа тата райхаçат тухма пуçланăранпа — 75 çул, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнисене — ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илмеллине палăртрĕ, вулакансене кăсăклантаракан ытти ыйтусене çĕклерĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех райхаçат редакцийĕн пай редакторĕсем Г. Ефимовпа В. Егоров, обществăлла корреспондент тата агитушкăн членĕ Г. Дубров тухса калаçрĕç. "Вулакансемпе хаçатçăсем хушшинче хăйне евĕр кĕпер хывар, вăл çирĕп пултăрччĕ", палăртрĕ Гурий Егорович, хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май. Ку калаçун тупсăмĕ паллă, вăл — асăннă тăрăхра "Ял пурнăçĕ" хаçата çырăнса илекен çемьесен йышне ÿстересси.

Райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев "Ял пурнăçне" çуллен çырăнакансен пĕр ушкăнне — Р. Д. Репинпа Л. А. Иванована, Н. В. Васильевпа А. С. Семенова тата В. Д. Дмитриева — "Красноармейский район. Люди и судьбы", Пикшикри тĕслĕх библиотекăна хăйĕн кулăшсен кĕнекине, ал ĕçĕсен куравне хутшăннисене райхаçат редакцийĕ кăларнă кĕнекесене парнелерĕ. Ал ĕçĕсен куравĕ тенĕрен, ăна Пикшикри кану центрĕн директорĕ Л. А. Иванова тата кунти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Альбина Николаевна Михайлова тăрăшнипе йĕркеленĕ, райхаçат редакцийĕ вĕсене хастар ĕçшĕн тав тăвать. Тĕрлĕ меслетсемпе — çыхса, тĕрлесе, çыпăçтарса — хатĕрленĕ япаласем çине пăхма кăмăллă. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕр илĕртÿллĕ, мĕншĕн тесен ку ĕçсене чăн-чăн ăстаçăсем хатĕрленĕ-çке. Акă, тĕслĕхрен, Пикшикри фельдшерпа акушер пунктĕнче техслужащире вăй хуракан Н. А. Шемякина çыхнă шаль, тĕрлесе илемлетнĕ ал шăллисем, Э. В. Семенова канва çине хĕреслĕ майпа усă курса хатĕрленĕ ÿкерчĕксем, А. И. Сидорова çыхса тунă тапочкисем, С. Романова çивитти çине тĕрлесе, Л. А Ивановапа А. Н. Михайлова тата А. Л. Семенова — хăюсемпе, Çĕньял Шетмĕри Н. Э. Николаева вĕтĕ шăрçасемпе усă курса тунă ÿкерчĕксем тата ыттисен ĕçĕсем тĕл пулăва пынисенчен чылайăшне тыткăнларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, куравра пăхса киленмелли ĕçсем сахал мар пулчĕç.

— Ку çĕнĕ меслетсене (кунта сăмах лентăсемпе тĕрлес ĕç пирки пырать — автор) пире районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ З. Г. Петрова хамăр пата килсех вĕрентрĕ. Райцентрти "Колосок" ача-пăча сачĕн психологĕ С. М. Мефодьева чăваш тĕррисене тĕрлес вăрттăнлăха пачĕ, — терĕ Пикшикри кану центрĕн директорĕ Л. А. Иванова, хăйсен кружокĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Райхаçата активлă çырăннисемпе ал ăстисене чысланă хыççăн агитушкăн концертне пăхса савăнчĕç тĕл пулăва пынисем. Г. Ефимовпа Л. Захарова, Г. Дубровпа И. Прокопьев юрă-ташă ăстисем ушкăнпа та, виçшерĕн те, икшерĕн те, пĕчченшерĕн те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. И. Прокопьев тĕп редактор хăйĕн кĕске шÿчĕсене каласа çынсене култарчĕ.

Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп специалистра ĕçленĕ И. А. Филиппова Ямайкассинчи фельдшер пунктĕнче вăй хунă Н. А. Скрипкина тата Т. А. Павлова çуралнă кунĕсене паллă тунă май, вĕсен ячĕпе юрă парнелеме ыйтрĕ. Г. Дубровпа Г. Ефимов менельник çыннисен ячĕпе "Парне" юрра шăрантарчĕç. Тĕл пулура ытти чылай хастарсемпе вăрçă ветеранĕсен ячĕсемпе илемлĕх номерĕсем пулчĕç.

Концерт вĕçленнĕ хыççăн агитушкăн членĕсемпе тĕл пулăва пынисем, ташă картине тăрса, ташласа чунĕсене уçрĕç.

Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Данилов "Ял пурнăçĕ" хаçат ĕçченĕсене çакăн пек уяв туса панăшăн ăшшăн тав турĕ, “райхаçат редакцийĕпе ку ял тăрăхĕ хушшинче йĕркеленнĕ çыхăнăва малалла тăсса, çирĕплетсе пырасчĕ”, терĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисем агитушкăн концерчĕпе кăмăллă юлчĕç. "Тавтапуçах сире, тата килсе çÿрĕр", тесе ăш пиллĕн ăсатрĕç вĕсем районтан килнĕ хăнасене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика