25 декабря 2009 г.

Кивĕ Йĕкĕтре Алексеевсем ятлă-сумлă. Ватти- вĕттипех пĕлеççĕ вĕсене. Кил хуçи — Давыд Алексеевич кĕрнеклĕ хул-çурăмлă арçын. Тарават сăмахлать. Кил хуçи хĕрарăмĕ — Екатерина Ивановна, ялти пек каласан, "Катя кинеми" çав тери кăмăллă.
Иртен-çÿренпе сăмах хутаççине сÿтмесĕр иртеймест вăл. Янкас тăрăхĕнче ăна районти пĕрремĕш трактористка пулнипе аван пĕлеççĕ. Хăй пирки ватă акă еплерех аса илет.
— Манăн пурнăç 1935 çулта Трак тăрăхĕпе çыхăнчĕ. Эпĕ вĕт Çĕрпÿ районĕнчи пысăках мар Йÿçкассинче çуралнă. 1935 çулта Янкасра трактористсем вĕрентсе хатĕрлекен курс уçăлнине пĕлтĕм те ним хăрамасăрах çакăнта килтĕм. Тĕрĕссипе, тракторист профессийĕ арçын ĕçĕпе çыхăннă-ха. Тем килĕшрĕ пулмалла… — аса илÿсен хумне путрĕ Екатерина Ивановна. — Мана Тусайри трактор бригадине çирĕплетрĕç.
Ун чухне трактор бригадисем Тракри машинăпа трактор станцине кĕнĕ. Тракторĕсем "ХТЗ", "СТЗ" маркăллисем пулнă. Каярахпа техника паркне "КД" трактор пуянлатнă. Унпа та ĕçлеме тивнĕ хĕр-упраçа. Хăй ĕмĕрĕнче миçе гектар çĕр сухаламан пуль… Миçе гектар тырă акман пуль… 12 çул трактористкăра вăй хунă çынăн аса илмелли çине-çинех тупăнать.
— Пĕррехинче Сурăм юхан шывĕ хĕрринчи пусăра çĕрĕпех сухалама тиврĕ. Ир енне темле майпа техника чăхăмларĕ. Пускач арканса тухрĕ. Запас пай патне çуранах Трака утрăм. Каялла та çăмăлах мар, паллах, запас пайне çĕклесе Тусай ялне çитрĕм. Вăй-халран аптраман-ха эпĕ, — терĕ Е. Алексеева. — Йывăрлăхсене çĕнме пултарни яланах пулăшнă çав ĕçре.
1946 çул та асрах-ха Е. Алексеевашăн. Кивĕ Йĕкĕт каччи — Давыд — салтакран таврăннипе палăрать ку цифра. Икĕ çамрăк пĕр-пĕринпе курнăçни улăштарать пурнăçа. Туслăх юратăва куçать. Июль уйăхĕнче çемье çавăраççĕ Алексеевсем.
— Кăçалхи çулла иксĕмĕр пĕрлешнĕренпе 63 çул çитнине паллă турăмăр. Хăна-вĕрле пухăнчĕ, ачасем килчĕç. Халь, акă, декабрĕн 26-мĕшĕнче, шăмат кун тăхăр вуннă тултаратăп. Сисĕнмест çав вăхăт. Шухăша кайсан кулянтарать тепĕр чух. Ватăлса çитни шухăшлаттарать, — хăй калассине пытармасть Е.Алексеева. — Ачасемпе мăнуксем тата мăнуксен ачисем пуррипе хуйхă сирĕлет.
Аслă хĕрĕ Люся ятлă Алексеевсен. Валерка çар çынни — отставкăри майор. Леонид Шупашкарта çемйипе пурăнать. Инженер-электрик. Ултă мăнук тата мăнукĕсен пилĕк ачи — Алексеевсен.