АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чĕрĕ çăл куç” тапма пăрахмасть

25 декабря 2009 г.

“Чĕрĕ çăл куç” тапма пăрахмасть

 

Çулталăка яхăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçат çумĕнче “Чĕрĕ çăл куç” хушма кăларăм тухса тăчĕ. Пĕтĕмпе унăн 15 номерĕ пичетленчĕ. Хушма кăларăм мĕнле тухса тăнине вулакан хăй хак патăр. Эпĕ мĕн кун çути курнине тепĕр хут кĕскен тишкерсе хамăн шухăша кăна пĕлтересшĕн.

Çăмăл мар тапхăрта пурăнатпăр тетпĕр пулин те, хăюллăнах çапла çирĕплетсе калама пулать: халăхăн пултарулăхĕ иксĕлми. Çакна эпир райхаçат страницисенче “Чĕрĕ çăл куç” проекта ĕçе кĕртнĕ вăхăтра та аван куртăмăр. Хушма кăларăмсене хатĕрленĕ чух эпир пĕр чăрмав та курмарăмăр: материалсем редакцие, конвейерти пек, пĕр вĕçĕмсĕр, татти-сыпписĕр килсех тăчĕç.

Тепĕр хут аса илер-ха, камсем-ха вĕсем хушма кăларăм геройĕсем?

Пуш уйăхĕнче районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Юхăм” драмколлектив “Кăмака çинче ларса качча каяймăн” камит лартса пачĕ.

Апрельте Заволжски клубĕ çумĕнчи творчество коллективĕсем (кунта 23 кружок ĕçлет, вĕсене 300 çын çÿрет — халăх кĕввин “Раштав” ансамблĕ, хĕрарăмсен “Каприз”, ачасен “Капельки” вокал, “Шурăмпуç” фольклор, “Юность” ташă ушкăнĕсем, “Радуга” театр тата ыттисем те) хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Çав уйăхрах Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн отчетлă концерчĕ пулчĕ. Ку шкулта вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен выставки ĕçлерĕ.

Майра Трак енри ташă ушкăнĕсен “Çамрăк чух ташла” ятлă фестивалĕ иртрĕ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ, Пайсупинри кану çурчĕ, Мăн Шетмĕри, Чатукассинчи, Шывпуçĕнчи, Упири, Пикшикри, Карайри, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕсем çумĕнчи, районти искусство шкулĕнчи, Упи вăтам шкулĕнчи ташă ушкăнĕсем сцена çине тухса савăнтарчĕç халăха.

Районти акатуйра Заволжски клубĕ çумĕнчи ачасен “Юность” (ертÿçи Т. Ефремова) ташă, халăх кĕввин “Раштав” (ертÿçи Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Тюмеров) ансамблĕсем, районти пĕрлештернĕ хор, вырăнти юрă-ташă ăстисем, районти ветерансен хорĕ хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç. Чăваш халăх артисчĕ И. Христофоров унта ятарласа килнĕ, вăл ентешĕн И. Прокопьевăн “Тăван кĕтес” тата “Çутă каçсем” юррисене чуна тивмелле шăрантарса, ака туй программине пуянлатрĕ. Заволжски клубĕ çумĕнчи ачасен “Пÿрнеске” (57 ача), çитĕннисен “Рукодельница” (23 хĕрарăм çÿрет унта) кружокĕсен членĕсен (ертÿçи Ж. Михайлова) чаплă тĕррисене те унта курса савăнтăмăр.

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçата кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли çырăннисем хушшинче ирттернĕ лотерейăпа тĕп приз — пылесос — выляса илнĕ, Çеçмерти Роза Ильинична Иванова чаплă тĕрĕ ăсти пулнине пĕлтĕмĕр.

Тăватпÿрт каччи Николай Филимонов нумай юрă кĕввисен авторĕ, пĕлтĕр хăй юррисен “Хитре çурхи тавралăх” ятлă кĕнекине кăларма пултарнă.

Красноармейскинче Кушкăра çуралса ÿснĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Михаил Ильич Ильин пурăнать, вăл çĕре яхăн юрă кĕвĕленĕ.

Кушкăри Илья Романович Степанов композитор юрă кĕвĕлеме пуçланăранпа 50 çул тултарчĕ.

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Çавал хумĕсем” (ертÿçи Г. Борисова), “Савăнăçлă ноткăсем” (Н. Никитина), “Çемçе тетте” (В. Евграфова), “Ăста алăсем” (Н. Тихонова), “Техникăлла модель тăвасси” (И. Матвеев), “Мастерица” (И. Иванова), “Рукоделие” (Г. Ефимова) пĕрлешÿсем вĕсен пушă вăхăтне хаваслă та усăллă ирттерес тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ.

Заволжски клуб çумĕнче ачасен “халăх коллективĕ” ята çĕнсе илнĕ “Юность” ташă ушкăнĕпе пĕрле çитĕннисен “Клубный танец” ушкăнĕ те ĕçлет.

Кăçал пирĕн калав-сăвă ăстисем кĕнекесем нумай кăларчĕç. Чăваш кĕнеке издательствинче поэт-прозаикăн Н. Дмитриевăн (Карай) ача-пăча валли “Ураллă купăс”, Исмай Исемпекĕн (Измаил Григорьев) “Чунра хĕмленнĕ çиçĕм” çĕнĕ кĕнекисем кун çути курчĕç. Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра Л. Антонов, И. Прокопьев, К. Шачкин, А. Львова, В. Викторов хăйсен хайлавĕсен кĕнекисене пичетлерĕç.

Районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн поэзи секцийĕн занятийĕнче нумаях пулмасть сăвăсен пахалăхне тишкерчĕç, унта сумлă сăвăçсем çамрăксене сăвă техникине аталантарас тĕлĕшпе паха сĕнÿсем пачĕç.

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 7-мĕш класĕнче кăна вĕренет Кирилл Свотин, анчах вăл çамрăклах Заволжски клуб çумĕнчи “Апрель”, “Отражение снов” эстрада ушкăнĕсенче (ертÿçи Е. Небытов) чаплă параппанçă пулнине кăтартса пачĕ.

Кăçал Кĕрекаçра çуралнă тепĕр писатель Филипп Андреевич Андреев 90 çул тултарчĕ. Çав ятпа тăван енре савăнăçлă мероприятисем иртрĕç.

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче çĕнĕ сезона уçнă май “Взгляд”, хĕрсен ташă (ертÿçи О. Яковлева), “Трак ен” фольклор (ертÿçи Н. Никоноров), “Çунат” театр (ертÿçи Н. Николаева) ушкăнĕсем, районти ветерансен хорĕ (ертÿçи Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç.

Чÿкĕн 19—20-мĕшĕсенче “Заволжский” клубра кашни çулах йĕркелекен ал ĕçĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта “Чул хула трансгаз Газпром” филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн цехĕсенчи, участокĕсенчи ăстаçăсем хутшăнчĕç. Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем унта бисерпа тĕрленĕ картина, ытти ал ĕç тăратнă, çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Эпир халăх кăмăллакан “Раштав” ансамблĕн ертÿçин Андрей Леонидович Тюмеровăн пултарулăх çулĕпе, Шывпуç тăрăхĕнчи Светлана Ильинан тĕрленĕ ÿкерчĕкĕсемпе те интересленсе паллашрăмăр.

Газ уçлакансем нумаях пулмасть Чул хулари “Чĕрĕ сасă” конкурсра пулнă. Ю. Данилов юрăç — пĕрремĕш, “Каприз” ушкăн (ертÿçи М. Дмитриев) — виççĕмĕш, Е. Небытов иккĕмĕш вырăнсене йышăнса таврăннă унтан.

Районти ветерансен хорĕ вара хăйĕн черетлĕ, вун пĕрмĕш сезонне пуçларĕ.

Акă мĕн çинчен каласа патăмăр эпир “Чĕрĕ çăл куç” хушма кăларăмăн номерĕсенче.

Паллах, халăх пултарулăхне сарас çĕрте çитменлĕхсемпе татса паман ыйтусем те сахал мар. Районти ял тăрăхĕсен культурине 2009—2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăсенче ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсенче хальхи ыйтусене тивĕçтерекен техника, сцена костюмĕсене, музыка инструменчĕсене çĕнетмешкĕн укçа-тенкĕ, квалификациллĕ кадрсем çитменнине, культурăн уйрăм ĕçченĕсен ĕçри хавхалану шайĕ пĕчĕкки кунти ертÿçĕсен пĕлÿ шайĕ анса ларасси патне илсе пынине тĕрĕс палăртнă. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат çулталăк пуçламăшĕнче “Кану центрĕсене çĕнетсе улăштарасси” темăпа “çавра сĕтел” йĕркелерĕ, ун чухне хăш-пĕр ялсенчи клуб çурчĕсем юхăннине (çав вăхăтрах Чатукасси, Пикшик, Упи кану центрĕсен çурчĕсене юсамашкăн, кăçал Упи кану центрĕ республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн моделлисен йышне кĕме пултарчĕ, та май тупнă), ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе культура ĕçченĕсен пур кану çурчĕсенче те драма тата ытти кружоксен ĕçне йĕркелесе яма кирлине (кăна тума нумай укçа та кирлĕ мар вĕт) асăннăччĕ.

Каланинчен мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать-ха?

Пирĕн район тĕслĕхĕнчен те аван курăнать. Пĕрремĕшĕ, халăх пултарулăхĕ пĕртте чакмасть. Вăл, чĕрĕ çăл куç евĕрех, самана саккăрлăхне пăхмасăр, хăватлăн тапса тăрать. Иккĕмĕшĕ, вăл нумай енлĕ, искусствăн тĕрлĕ енĕсене пĕрлештерсе тăрать, кунта юрăç, ташăç, ал ĕç, актер, калавçă, сăвăç ăсталăхĕ, сăвва юрра хывасси тата ытти те… Виççĕмĕшĕ, пултарулăх çулне çитĕннисем кăна мар, ÿссе пыракан ăрурисем те çирĕппĕнех такăрлаççĕ. Ку пирĕншĕн, малашлăхшăн уйрăмах паха. Тăваттăмĕшĕ, культура ăстисем пултарулăх шайне çулран çул хăпартса пыраççĕ. Ку Заволжски клуб, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи вырăнти артистсен, сăвă-калав çыракансен, юрă кĕвĕлекенсен, ытти енпе ĕçлекенсен тĕслĕхĕнчен те лайăх курăнать. Чылай йыш, уйрăм хастар пултарулăх картлашкипе çĕр-шыв, регион, тăван республика, район шайне çĕкленнине курма мĕн тери аван. Пирĕн хушăра мĕн чухлĕ çĕнтерÿçĕ, лауреат, дипломсен хуçи… Эпир “Чĕрĕ çăл куçăн” кăларăмĕсенче те мĕн чухлĕ çĕнĕ ят уçрăмăр. Çакă та пултарулăх çунатне тата ытларах сарма хавхалантарасса шанатпăр.

Эппин, эпир пĕтмен-ха. Чăваш халăх (наци) культури пурăнать, аталанать. Ăна çак пархатарлă ĕçре малашне те такăр çул сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика