22 декабря 2009 г.

Пикшикри Газовая урамра кĕтесре ларать çак кермен.
— Ку тем пысăкăш çурт камсен-ши? — ыйтрăм урампа пыракан çулланнă хĕрарăмран.
— Пирĕн-ха вăл. Пысăкрах çав, кĕсьесене самай хыпашлаттарать, хутса ăшăтнăшăн укçа чылай тÿлемелле. Тепĕр енчен хăнасем килсен лайăх, вĕсене ăçта вырнаçтарас тесе пуç ватмалла мар. Ĕлĕкрех килетчĕç те унтан, кунтан вырăн хатĕрĕсем йăтса кĕреттĕм, кайран вĕсене каялла сĕтĕреттĕм, йăлăхтаратчĕ, — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ хайхи хĕрарăм. - Мана Раиса Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Мăшăрăм — Аркадий Семенов. Вăрçă ветеранĕ вăл. Иккĕнех кăштăртаткаласа пурăнатпăр. Ачасем сысна пусма килетпĕр терĕç те кĕтме тухрăм, анчах тем çитеймерĕç-ха…
Хаçат вулама юратаççĕ Семеновсем. Районта, республикăра тата центрта тухса тăраканнисене те илсе тăраççĕ. “Ман старикки хаçатсăр пурăнма пултараймасть. Пĕр сас палли сиктермесĕр вулать”, — тет Раиса Григорьевна.