АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен çыннисем Президент Çырăвĕпе паллашаççĕ

22 декабря 2009 г.

Трак ен çыннисем Президент Çырăвĕпе паллашаççĕ

Декабрĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта та, ытти çĕрти евĕрех, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. “Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çул валли Патшалăх Канашĕ тата Чăваш Ен халăхĕ патне янă Çыру” темăпа пынă тĕл пулусенче ял çыннисем умĕнче информаци ушкăнĕсен ертÿçисемпе членĕсем асăннă Çырăвăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăккине, пурин умне те çĕнĕ пысăк тĕллевсем лартнине палăртнă. Вĕсенче кунпа пĕрлех районăн 2009 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн малтанхи итогĕсем тата районăн 2010 çулхи бюджечĕ тавра та сăмах пынă. Çав кун Шупашкартан Трак ене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата харпăрлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А. В. Щербаков ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килчĕ. Ăна малтанах хăйĕн ĕç пулĕмĕнче район пуçлăхĕ С. А. Николаев йышăнчĕ, хамăр тăрăхри юлашки вăхăтри улшăнусем çинчен каласа пачĕ.

Информаци кунĕнче пирĕн районта çавăн пекех федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин — Чăваш Республикин патшалăх тĕп регистраторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е. В. Карпеева, республикăри хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ С. И. Глотов, ЧР шалти ĕçсен министерствин обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕн çумĕ П. Г. Федоров тата Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн председателĕ В. Г. Федоров пулчĕç. Вĕсем малтанах райпора вăй хуракансемпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва пĕтĕмпе 40-ĕн хутшăнчĕç, çавăн пекех унта райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков тата районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан П. Г. Андреев та пулчĕç. Калаçăва пуçланă май, район пуçлăхĕ С. А. Николаев Н. В. Федоров Президент Çырура палăртнă темăсем уçăмлă тата актуаллă, вăл пĕтĕмĕшпех пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулнине палăртрĕ. Станислав Андреевич малалла район çулталăка мĕнле вĕçлесе пыни çинче те чарăнса тăчĕ. “Ял хуçалăхĕнче кăçал пĕтĕмпе 700 миллион тенкĕлĕх продукци илтĕмĕр, унăн калăпăшĕ унчченхинчен 1,5 процент ÿсрĕ. 600 ытла гектар пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме май килчĕ. Çĕр улми кашни гектартан вăтамран 200 центнер (ку — республикăри чи пысăк кăтартусенчен пĕри), тĕш тырă (кĕлет виçипе) 22,1 центнер пухса кĕртме пултартăмăр. Аш-какай туса илесси иртнĕ çулхинчен — 6, сĕтпе 3 процент пысăкланчĕ”, — пĕлтерчĕ вăл.

Район пуçлăхĕ ăнăçуллă вăй хуракансен йышĕнче райпо, “Чесла”, Чĕмпĕрти автозавод цехĕн коллективĕсене те асăнчĕ.

“Çав хушăрах туса çитерейменни те çук мар. Пире халĕ Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕн шăпи шухăша ярать. Ара, 84 çын ĕçлет вĕт унта. Кризиса пула “Воддорстрой” пĕрлешĕвĕн асфальтпа бетон завочĕ те кăçал продукци кăларассине 28 миллион тенкĕлĕх пĕчĕклетрĕ. Çынсене ĕçпе тивĕçтересси пирки самантлăха та манмаспăр. 20-ĕн, ав хăйсене ĕçпе тивĕçтермелли майпа усă курчĕç, тата 10-ăн çапла вăй хума килĕшни çинчен пĕлтерчĕç”, — терĕ Станислав Андреевич.

А. В. Щербаков ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров республика Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли” Çыру çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, вăл малашлăха уçăмлăн пăхни иккенне халăха ĕçпе тивĕçтерес, пенси тÿлес çĕрти, физкультурăпа спорт, сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăх, промышленность, вĕрентÿ отраслĕсенчи паха тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Информаци ушкăнĕн ытти членĕсем те çакăнпа килĕшнине хăйсем туса пыракан ĕçсенчи тĕрлĕ енсемпе çирĕплетрĕç. Унтан вĕсем райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриевапа районти хатĕрлев кантурĕн директорĕ С. И. Соколов “Ĕçмелли таса шыв” программăна районта пурнăçа кĕртессипе, анкетăсенче спирт сутма чарассипе, электроэнергипе газ тарифĕсене йĕркелешетерессипе, аталаннипе пĕрлех пĕчĕк бизнесăн та налуксем ытларах тÿлессипе çыхăннă ыйтăвĕсене хурав пачĕç. Э. Г. Петрована вара Красноармейскинчи обществăлла мунчана ĕçлеттересси канăç памасть. “Çакă кун йĕркинчех тăрать, ăна татса пама тăрăшатпăр, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ майсем шыратпăр халĕ”, — терĕ Станислав Андреевич.

Кăнтăрла иртсен С. А. Николаев, А. В. Щербаков тата С. И. Глотов Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вăтам шкулта педагогсемпе тата шартлама сивве пăхмасăр тĕл пулăва килнĕ ял çыннисемпе курнăçрĕç, информаци кунĕн темипе тухса каларĕç. Тĕл пулура пурĕ 22-ĕн, çав шутра Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров тата шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. И. Васильев та пулчĕç.

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев тĕл пулусене хутшăннисене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламалса ăнăçусем, телей сунчĕ, 2010 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕпе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртнине, вĕсене, районăн 75 çулхи юбилейне тĕплĕн хатĕрленмеллине палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика