22 декабря 2009 г.
Ямайкассинчи Юлия Дмитриевана ку тăрăхри çынсем çеç мар, райцентртисем те лайăх пĕлеççĕ. Ку ахальтен мар. Юлия Николаевна пахча çимĕç ăсти пулнипе палăрса тăрать. Çулленех вăл нумай-нумай çынсене купăста тата помидор калчисемпе тивĕçтерет.
Райцентрта тата çывăхри ялта пурăнакансем ытларах вăл çитĕнтернĕ калчасене туянма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем лайăх каяççĕ тата çимĕç тĕлĕшĕнчен те пуян.
Дмитриевсем 1995 çулта пахча çимĕç калчисем массăллăн çитĕнтерсе халăха сутма пуçланă. Малтан та çитĕнтеркеленĕ-ха, анчах ытларах хăйсем валли çеç.
Юлия Николаевна профессийĕпе — агроном. Чылай çул тăван хуçалăхра уй-хир технологĕнче вăй хунă. “Большевик” колхоз саланса кайсан, килте пахча çимĕç çитĕнтересси çине куçнă. Хальхи вăхăтра вĕсен пахчинче виçĕ пысăк теплица, кунсăр пуçне пĕчĕккисем темиçе те, парниксем те пур. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 400 тăваткал метртан та иртет.
Кил хуçине çав кун килте тĕл пулаймарăм, вăл Шупашкара больницăна кайнă имĕш. Çавна май пахчаçăн ĕçĕ-хĕлĕпе Дмитриевсен хĕрĕсем — Ларисăпа Ирина - кăштах паллаштарчĕç.
Вĕсем каланă тăрăх, Дмитриевсем февральте акмалли çĕре илсе кĕрсе ăшăтаççĕ, калча çитĕнтермелли ещĕксене илсе кĕрсе хураççĕ. Унтан вăрăсем акаççĕ. Пуçăнать вара ĕç…
Мартра теплицăсене юртан тасатаççĕ. Апрель пуçламăшĕнче вĕсене пленкăпа карса хураççĕ. Ку уйăхрах унта калчасене куçарса лартаççĕ. Апрель вĕçĕнче, май уйăхĕнче калчасем сутма пуçлаççĕ.
Юлия Николаевна 6—7 тĕрлĕ сорт купăста калчи акса çитĕнтерет: трансфер, июньская ранняя, колобок, слава, амагер, зимовка.
— Вĕсенчен чи ир пулаканни — трансфер. Слава сортлине çынсем тăварлама лайăх тесе туянаççĕ, — тет Дмитриевсен аслă хĕрĕ — Лариса.
Помидорĕсем пĕр 20 тĕрли те пулĕ. Иçĕм çырли пеккинчен пуçласа, “Русский великан” таранах.
— Ку сортăн чи пысăк çимĕçĕ 1300 грамм тайрĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ Лариса Ивановна. — Ăна кăçал Ишекри пасарта, çынсем вăрлăхлăх хатĕрлеме тесе, тупăшсах туянчĕç…
Юлия Николаевна пахча çимĕçсĕр пуçне чечек калчисем те акса тăвать, вĕсене çынсене те сутать иккен. Çу кунĕсенче килти пахчара 80 ытла тĕрлĕ чечек хăй илемĕпе куçсене илĕртет, пăхса тăранмалла мар.
— 2001 çулта пирĕн пахчана Николай Федоров президент кĕрсе курчĕ те питĕ тĕлĕнчĕ. Анне ĕçне пысăка хурса хакларĕ, чей сервисĕ парнелерĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Дмитриевсен кĕçĕн хĕрĕ — Ирина Ивановна. — Çу кунĕсенче картиш те чечек ăшне путать. Кунта розăсем çеç миçе тĕрли çук пулĕ, пăхсан куçсем алчăраса каяççĕ. Мĕн тери илем…
— Эпир хамăр та чечексене юрататпăр. Чылайăшĕн пахча çимĕç йăранĕсем ун чухлĕ çук, — хăй шухăшне палăртрĕ Лариса Ивановна.
— Пăхма аван, илемлĕ. Анчах вăл ĕçлемесĕр, хăй тĕллĕн пулмасть вĕт. Пĕччен мĕнле ĕçлесе ĕлкĕрет тулĕк аннÿ, — интереслентĕм эпĕ.
— Пĕччен май çук, паллах. Атте пулăшать, тепĕр чух хамăр та… — пулчĕ хурав.
— Пахча çимĕçпе ĕçлесси аннен юнра. Унăн амăшĕ — Шăпăрлăварти Федора Федорова — пахча çимĕç çитĕнтерме юратнă. Июнь уйăхĕнчех унăн хăяр çимелле пулнă, анне те унран ÿксе юлмасть. Майăн 9-мĕшĕнче эпир хамăр килте çитĕнтернĕ хăяра çиетпĕр, июнь вĕçĕнче вара — помидора… — Юлия Николаевнана ырламасăр чăтаймарĕç хĕрĕсем, Ларисăпа Ирина. — Çуллен 700—800 килограмм хĕрлĕ помидор çынсене сутатпăр, хăярне вара темиçе хут ытларах…
Иртнĕ çул ку продукцине сутма пасара ытла тухсах та çÿремен иккен, вĕсене киле пырсах илсе кайнă. Ытларах Красноармейскинчи çынсем.
— Пире вĕрентсе кăларас тесе 2—3 ĕне, 3—4 вăкăр усранă, сыснасем çăвăрлаттарнă, пахча çимĕçпе канма пĕлмесĕр ĕçленĕ. Халĕ эпир иксĕмĕр те университетран вĕренсе тухнă, Иринăн çитменнине — икĕ аслă пĕлÿ. Аттепе аннене çулланнă май кăшт канмалла тетпĕр те, анне яхăнне те ямасть, алă усса ларма чунĕ чăтмасть унăн, — пĕлтерет Лариса Ивановна.
— Хĕлле хăть кăшт канса илетпĕр. Выльăхсене (вĕсен йышне кăçал чылай чакарнă иккен) кунне виçшер хут апат парса шăваратăн та ĕçĕ те пĕтнĕ, кăмака хутма кирлĕ мар, пÿрте “сенкер çулăм” ăшăтать, — тет кил хуçи Иван Дмитриев. Сăмах май вăл Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра 25 çул вăй хунă. Халĕ 2 çул ĕнтĕ пенсире. — Çу кунĕсенче ирхи 4 сехетрен пуçласа каçхи 11 сехетчен пахчарах иртет. Хăшĕ-пĕрисем кунĕпех урам тăрăх утаççĕ. Вĕсем пек утсан ăçтан ĕç пултăр…
Ĕçленине кура пайти те пур ĕнтĕ. Дмитриевсем пахча çимĕç çитĕнтерсе сутнипех, акă, мотоблок туяннă, пÿрт çумне тĕксе тепĕр пÿлĕм тунă тата ытти те.
Укçа тăккаламасăр нимĕн те пулмасть. Акă, голланди сорчĕн пĕр вăрри çеç 2,5 тенкĕ тăрать. Ун пек вăрăсем мĕн чухлĕ туянмалла. Теплицăсене “тумлантарма” 2 рулон пленка кирлĕ. Пĕр рулонĕн тăршшĕ — 100 метр. Теплицăри ĕçе механизацилеме май çукрах, вăл ытларах алă вăйĕ ыйтать. Анчах йывăрлăхран хăраса тăраканскерсем мар Дмитриевсем. Мĕншĕн тесен вĕсем çакăнта хăйсен чун канăçне тупнă.