22 декабря 2009 г.

Раштавăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çуртĕнче районти "Заволжский" клубри "Рукодельница" кружок ĕçĕсен икĕ эрнене пыракан куравĕ уçăлчĕ.
Ку куравăн тĕллевĕ — республикăри тата хăнана килнĕ çынсене çак кружокăн чаплă ал ĕçĕсемпе паллаштарасси пулса тăчĕ. Кружока Ж. М. Михайлова ертсе пырать. Хĕрсемпе хĕрарăмсем каçсенче клуба хаваспах пуçтарăнаççĕ.
Выставкăна декораци искусствин методисчĕ С. В. Печникова уçрĕ, хăй ку ал ăстисене куçăмсăр майпа тахçанах палланине, паян вара хăйсене курса калаçма май пурри питĕ аван пулнине асăнчĕ. Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ В. С. Бондарев тухса калаçрĕ, Жанна Михайловнана чыслă ĕçшĕн тав çырăвĕ пачĕ. ЧР композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ Н. А. Зиминпа пĕтĕм тĕнчери проектсен координаторĕ В. Я. Платонов хăйсен сăмахĕсенче ĕçсен пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕç, ку ал ĕçĕсене тĕнче шайĕнче иртекен конкурссене тăратма та тивĕçлĕ пулнине пĕлтерчĕç.