22 декабря 2009 г.
Декабрь уйăхĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Асăннă тапхăрта пирĕн уйрăм район территорийĕнче водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнассипе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Мĕн пурĕ ку тĕлĕшпе 3 рейд ирттернĕ. Вĕсем — “Çуран çÿрекен”, “Парăмçă” тата “Автобус” операцисем.
Кăçал ку таранччен çул-йĕр çÿремелли правилăсене куç кĕретех пăхăнман çынсене 636450 тенкĕлĕх штраф хунă. Çав шутран 562441 тенкине шыраса илнĕ.
Акă, декабрĕн 11-мĕ-шĕнче йĕркеленĕ (унта ГИБДДăн ĕçченĕ хутшăннă) ”Çуран çÿрекен” ятлă операцире водительсем çуран çÿрекенсене çул урлă каçмалли вырăнсенче çул-йĕр правилисене еплерех пăхăннине тĕрĕсленĕ. Кунта икĕ водитель тата çуран çÿрекен виçĕ çын çул-йĕр правилисене пăхăнманнине палăртнă. Вĕсене кашнинех, саккунпа килĕшÿллĕн, явап тыттарнă.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем суд приставĕсемпе пĕрле “Парăмçă” операцире унччен малтан, йĕркене пăхăнманнипе, штраф хунă çынсем çул-йĕр çинче еплерех пулнине тĕрĕсленĕ. Çакăнта парăмçă икĕ водителе тытса чарнă, ĕçе суда ярса панă. Тата суд приставĕсем малтанах айăпа кĕнĕ пилĕк водительтен 600 тенкĕлĕх штраф шыраса илнĕ.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче ирттернĕ “Автобус” операцие ГИБДДăн икĕ ĕçченĕ хутшăннă. Операци вăхăтĕнче çул-йĕр çинче хăвăртлăх ÿстернĕ, кирлĕ чухлинчен çын ытларах лартнă, водитель прависĕр çула тухнă тата ытти тĕслĕхсене тупса палăртнă, пĕтĕмпе 7 протокол çырнă, çав шутра — автобус водителĕ.
ГИБДД уйрăмĕн ĕç планĕ тăрăх, декабрĕн 24-мĕшĕнче “Ачасем”, декабрĕн 30-мĕшĕнче “Переезд” операцисене ирттеретпĕр.
Манăн кашни водитель, çуран çула тухакан кашни çын патне çакнашкал сĕнÿ пур: çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине куллен кун ыйтăвĕнчен ан кăларăр, çирĕп пăхăнăр. Йĕрке çукки, паллах, инкек-синкек патне илсе пырать.