22 декабря 2009 г.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче районта 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ пулнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Ларура халăх çыравне хатĕрленсе кĕтсе илесси еплерех пынине пăхса тухнă тата çырава йĕркеллĕ хатĕрленсе кĕтсе илессипе ĕç планне йышăннă.
Кун йĕркинчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш ыйтусем тăрăх Чăвашстатăн районти ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Юлия Порфирьевна Васильева тухса калаçнă. РФ Правительствин кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ Президиумĕн ларăвĕнче вара Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче, малтан палăртнă пекех, пулассине пĕлтернĕ.
2009 çулта ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсенче çурт-йĕрсен списокĕсене çырса хатĕрленĕ, çырава хатĕрленес тĕлĕшпе организацилле ĕçсен планĕсене пăхса тухнă. Тата çырава хутшăнса ирттерес енĕпе 45 шутлав, инструкторсен — 11, 3 çырав участокне йĕркеленĕ. Çырав ĕçĕ валли вăхăтлăх 77 çырав ĕçченне суйласа илмелле тата вĕрентмелле.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен комиссин председателĕ Валерий Юрьевич Иванов ларура сăмах илнĕ, вăл асăннă комиссин 2010 çулта пурнăçламалли ĕç планĕпе паллаштарнă.