АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямайкасси фермерĕ

22 декабря 2009 г.

 

Пикшик ял тăрăхĕн территорийĕнче 5—6 хресчен-фермер хуçалăхĕ. Чи малтан çак ĕçе кÿлĕннисен йышне Ямайкассинче пурăнакан Н. И. Васильев та кĕрет.

Николай Иванович Шупашкар ГЭСне тата Заволжски газ уçлакан станцине тунă çĕрте вăй хунă. Унтан пĕр вăхăт Çĕпĕрте ĕçлесе пурăннă. Анчах тăван тăрăх хăй патнех туртнă. Çавăнпа вăл, унти хваттерне сутса, çемйипе Ямайкассине таврăннă, кунта çурт-йĕр çавăрнă. 2000 çулта фермер ĕçне кÿлĕннĕ: ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра Васильевсен аллинче — 15 гектар çĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсем усрать. Вĕсен — сумалли 5 ĕне, виççĕшне сăваççĕ.

Кунсăр пуçне кроликсем, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ. Кроликсем тенĕрен, вĕсем — ăратлăскерсем. Великан йăхли пĕри 9-10 килограмм таран таять. Вольере кĕрсе куртăм та унта пурнăç вĕресе тăрать. Какайне пасара кайса сутаççĕ. Клеткисене хăйне май ăсталанă. Питĕ шыравçă та пуçаруллăскер вăл, Николай Иванович.

— Чăх чĕпписене инкубатор пулăшнипе пусса кăларатпăр. Пĕр ăстрăмпа 100 чĕпĕ тухать. Ăрачĕ те çынсен пек мар, расна, — тет кил хуçи. — Кăçал кĕркуннепе Карачурара ирттернĕ ял хуçалăх куравне кайса куртăм та унта пирĕн районти пĕр хуçалăхран та нимĕн те тăратман. Ăна пĕлнĕ пулсан хамăн кроликсемпе чăхсене илсе каяттăм…

Кăçал качака илсе янă Васильевсем. Вăл виçĕ путек туса панă. Сĕтне те япăх мар антарать иккен.

— Интерес пулсан, ялта пурăнма пулать, анчах эрехпе туслă пулмалла мар. Ĕç пирки манма юрамасть пĕр самант та, — хăй шухăшне пĕлтерет Николай Иванович.

Ĕçчен ку çемье пахча çимĕç те çитĕнтерет. Çуллен купăстапа помидор калчисем ÿстерсе район халăхне пайтах сутнă. Кăçал, кил хуçи хăй вахтăпа Мускава ĕçлеме çÿренĕ май, пĕр çул тăхтав тума тивнĕ. Килес çул çак ĕçе тепĕр хут пуçарса ярасшăн Васильевсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика