АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем активлă

22 декабря 2009 г.

 

Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕ ку енчи халăхăн ыйтăвĕсене май пур таран туллинрех тивĕçтерессишĕн çине тăрать. Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен тивĕçне ăнланса туса пыраççĕ. Кăçал эпир черетлĕ ларура Пикшик ял тăрăхĕн ялавне тата гербне çирĕплетсе хăвартăмăр. Ку пирĕншĕн чăннипех пысăк çитĕнÿ пулнине палăртмалла. Депутатсем активлă пирĕн. Уйрăмах Вăрманкасри П. И. Иванов пирки ырă сăмахсем калас килет. Вăл хăй ĕçĕпе ку енче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Петр Иванович çине тăнипе пĕлтĕр ку ялта шыв пăрăхĕсене улăштарса йĕркене кĕртрĕç. Çеçмерти И. М.Ильин, Уйриçуртри А. С. Ильин, Çĕньял Шетмĕри В. М. Скворцова, Кÿлçырмари А. З. Тихонова депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсенче активлă, вĕсем урамсене тирпей-илем кĕртес ĕçсене ял халăхне явăçтарас çĕрте те хастар. Пикшикри В. А. Сидоров хăйĕн тиев турттармалли ГАЗ-53 автомашинипе Красноармейскинчи ăпăр-тапăр тăкмалли полигона тăватă хутчен çÿп-çап, ăпăр-тапăр туртттарса кайса пысăк пулăшу кÿчĕ.

Кăçал Кÿлçырма ялĕнчи пĕвене, ăна темиçе çул каяллах татса кайнăччĕ, çĕнĕрен тума май тупрăмăр. Çакăнта пире район администрацийĕ те пулăшрĕ. Хамăр ял администрацийĕн бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ тупрăмăр. Кÿлçырма çыннисене кăшт савăнăç кÿтĕмĕр. Пĕве тума пире Яманакри В. Львов предприниматель пулăшрĕ. Çавăн пекех Çеçмерпе Ямайкасси, Шупуçпе Вăрманкас ялĕсенчи пĕвесене йĕркене кĕртрĕмĕр. Вĕсенчи çынсем тата старостăсем (А. М. Матвеев, Ю. Б. Фомин, А. И. Скворцов) тăрăшрĕç.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине халалласа кăçал Пикшикре палăк лартма никĕс янă. Килес çул çак ĕçе темле йывăр пулсан та вĕçне çитересшĕн.

Кăçал çу кунĕсем типĕ тăнă пирки артскважинăсемпе çăлсенчен шыв тарчĕ. Çавна май ялсенче çынсемшĕн пысăк йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Шыв пăрăхĕсенчен ытларахăшĕн ĕçлес вăхăчĕ, хăвачĕ тухса пырать. Çавна май эпир хамăр тăрăхри хăш-пĕр ялсенчи, тĕслĕхрен, Çĕньял Шетмĕпе Кÿлçырмари, Ыхракассинчи çăлсене юсаса çĕнетрĕмĕр. Ял халăхĕ хăй вăйĕпе пурĕ 17 çĕнĕ çăл тунă. Çеçмерте, сăмахран, тĕтĕм кăларакан кашни килтех çăл пур. Кунта кăçал çеç çĕнĕрен 11 çăл чавнă.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял тăрăхĕнче сахал мар мероприятисем ирттернĕ. Пирĕн енчи 12 ял çыннисем çĕр пайĕсене регистрацилесе алла тивĕçлĕ документсем (свидетельство) илнĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçленĕ мĕн пур шаннă çынсене тăрăшулăхшăн тав тăвас килет.

Пикшик ял кунне тивĕçлĕ шайра ирттерсе ятăмăр. Пирĕн тăрăхра кăçал 20 ытла спорт мероприятийĕ пулнă, вĕсенчен 9-шĕ - район шайлисем. Асăннă мероприятисене ирттерме спонсорсем пулăшу кÿнĕ. Тĕслĕхрен, В. А. Васильева ХФХ, Л. И. Куприяновпа А. Т. Сидорова уйрăм предпринимательсем, райпо (А. И. Дмитриева) тата ыттисем. Спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ чух хамăн вĕренекенсем Э. Г. Иванов, Г. П. Семенов, Э. П. Шумилов, Н. Н. Владимиров пысăк пулăшу пачĕç. Вĕсене çавăншăн пысăк тав.

Шел, хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усракансен йышĕ чакса пырать. Вăл ял ватăлса пынипе те çыхăннă ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх нумай усракансем те пур. Акă, сăмахран, Ямайкассинчи Н. И. Васильевпа Çеçмерти И.М. Ильин, Пикшикри И. А. Никифоровпа В.Н Григорьев тата ыттисем. Вĕсен килти хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра 6—5—4-шар выльăх, сурăхсемпе качакасем те пур.

Пикшик ял тăрăхĕнчи В. Васильева ХФХпа “Рассвет” хуçалăх çĕр пайĕсен хуçисемпе килĕшÿ тунă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ ку тăрăхри çынсене — утăпа, иккĕмĕшĕ улăмпа тивĕçтерчĕç.

Татса паман ыйтусем çав-çавах пур. Вĕсенчен пĕри — ĕç вырăнĕ çукки. Çавна пулах ку тăрăхри 60-75 вăй питти арçын Мускав тата ытти облаçсене ĕçлеме çÿрет. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хупăнса пыни питĕ шухăшлаттарать. Тирпей-илеме мала хуманни те канăç памасть мана. Ытларахăшĕ таçтан килсе пулăшасса кĕтсе ларать.

Хальлĕхе усă курман çĕрсем 82 гектар пур. Вĕсене, шанчăклă çынсем тупса, çитес çул пусă çаврăнăшне кĕртетпĕрех.

Пурте пĕр тĕллевпе, лару-тăрăва лайăхлатас тесе тăрăшсан, йышпа кирек епле йывăрлăха та çĕнме пулать. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурар, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнар.

Хама сăмах панипе усă курса, Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакан мĕн пур çынсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа, çирĕп сывлăх, иксĕлми пысăк вăй-хал, тăнăç пурнăç сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика