АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисене мĕн канăç памасть?..

22 декабря 2009 г.

 

Пайсупинсем информаци кунне ялти кану çуртне пухăнчĕç. Ăна анчахрах çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă. Ăшă та таса, çутă залра çынсем йышлах мар пулин те, питĕ активлă иртрĕ вăл.

Кун йĕркинчи ыйтăва: “ЧР Президенчĕ Н. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва” сÿтсе явма килнĕ вĕсем. Кашни сăмах, цифра çав териех кăсăклантарчĕ пухăннисене. Асăннă Çырупа ял çыннисене район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Станислав Григорьев тĕплĕн паллаштарчĕ, унпа пĕрлех районăн социаллă -экономикăлла пурнăçĕн аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем çинче кĕскен чарăнчĕ.

— Президентăн сăмахĕнче лайăх тĕслĕхсем çеç мар, чуна вĕчĕрхентерекен тĕслĕхсем пурри те куç умĕнчех. Уйрăмах республикăри ĕç коллективĕсенче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕкки тата шывпа, электроэнергипе усă курнă çĕрте перекетлĕх çинчен манни шухăша ярать ăна. Пирĕн район территорийĕнче, сăмахран, республикăн “Таса шыв” программипе килĕшÿллĕн, çывăх çулсенчех 7 яла таса шывпа тивĕçтермелле. Кăçал, акă, Васнарпа Еншик Чуллăра çĕнĕрен шыв башнисене хута янă. Ытти шыв башнисем пирĕн тăрăхра — 1993 çулта ĕçе кĕртнисемех, — терĕ Станислав Федорович. — Халь хамăр патра туса илнĕ продукцие вырнаçтарассипе йывăрлăхсем пур. Тата çынсене ĕç вырăнĕсем тупса парассипе те ĕçлемелле. Паян 129 çын ĕçсĕр ларать, учетра тăрать.

Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Яковлевич Григорьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал пурнăçланă ĕç-хĕл пирки чарăнчĕ. Вăл асăннă тăрăх, халь ял тăрăхĕнчи 8 ялта 1816 çын пурăнать . Ку таранччен ялсенче 19 ача çуралнă. Пайсупинра мĕн пурĕ — 98 кил. Вĕсенче — 230 çын. Кăçал ялти кану çурчĕн тăррине çĕнĕрен шиферпа витнĕ. Ун валли 100 пин тенкĕ тăкакланă. Тата çут çанталăк газĕ кĕртнĕ çĕре 100 пин тенкĕлĕх расхутланă. ”Ăшă парассипе çине тăрса вăй хунăшăн Никон Данилов сварщика тата ял-йыша тав тăватăп”, — терĕ В. Григорьев.

Кану çуртĕнче электрохуçалăха çĕннипе улăштарассипе те ĕçленĕ. Ыттине çитес çул пурнăçлама палăртаççĕ. Ялтан Вăрнар чиккине çитиччен асфальтлă çул сарни те пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех 2006 çулхи юпа уйăхĕнче Пайсупин — Шупашкар маршрутпа “Газель” маркăллă микроавтобус çÿретме пуçланă. Аслă çултан кану çурчĕ патне, 2008 çулта 450 метр чухлĕ, вак чул сарнă.

— Ялти кану çуртĕнче çамрăксене спорт занятийĕсем йĕркелеме пĕр пÿлĕм уйăрса патăмăр. Укçа-тенкĕ тивĕçтерсе çакăнта та юсав ĕçĕсене пурнăçлăпăр. Тен, тепĕр пÿлĕмĕнче, ăшă пур халь, медицина ĕçченĕ валли уйăрăпăр, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. — Тирпей-илем ыйтăвĕсемпе те ĕçлемелли чылай.

— Ял çыннисем, каçарăр та, харпăр хăй çурчĕ умĕнчи тасалăхшăн пачах тăрăшмаççĕ. Акă, кану çурчĕн урамнех çаврăнса тухăр-ха. Темиçе кил умĕнче касса йăвантарнă йăмрасем выртаççĕ. Тата теприсен касса йăвантармалли йăмрисем кĕç-вĕç электропăралук çине йăванса анас хăрушлăх пур, — хăй пăшăрханнине пытармарĕ Гурий Алексеев участокри уполномоченнăй. — Вут-кăвар тухас хăрушлăх та куç умĕнчех капла.

Кăçал ял тăрăхĕнчи ялсенче тирпей-илеме пăхăнман 30 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Чылайăшне ÿсĕр çÿренĕшĕн айăпланă.

Тата уголовнăй майпа 13 преступление регистрациленĕ. Çав шутра Пайсупинра пурăнакан Александровăн икĕ вăкăрне вăрланă, ялти пĕр çамрăк ашшĕне хĕнесе пĕтернĕ.

Тĕл пулура ялти фельдшер пунктне ĕçлеттерсе ярасси, ун валли пĕр тăхтамасăрах медсестра уйăрасси пирки çивĕч калаçрĕç. Тата участок тухтăрĕн те чирлисене йышăнса сиплес ĕçе лайăхлатмаллине палăртрĕç.

Ялта шывпа тивĕçтерес, пĕр пĕвене тасатса йĕркене кĕртес, юпасем çинче электролампочкăсем вырнаçтарас тĕлĕшпе те калаçу пулчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика