АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкас ялĕнчи тĕл пулура

22 декабря 2009 г.

 

Информаци кунне хутшăнакан пирĕн ушкăн — унта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Г. Н. Матвеев, патшалăхăн Чăваш енти страхлакан “Поддержка” компанийĕн Красноармейскинчи представительствин ертÿçи А. А. Васильева, ГИБДДăн районти уйрăмĕн начальникĕ В. Ю. Алексеев тата çак йĕркесен авторĕ — Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Янкас ялне çитсе курчĕ.

Сывлăш температури сасартăк сивĕтнĕ пирки ку евĕр мероприятисене халăха пухма пĕртте çăмăл мар. Эпир Янкас ялĕн çыннисем шăпах райпон вырăнти магазинне сĕт панă вăхăтра çитрĕмĕр. Ирина Осипова сутуçă палăртнă тăрăх, паян ку тăрăхри 15 çын килти хуçалăхри ытлашши сĕте лавккана сутать. Юлашки вăхăтра “шурă ылтăнăн” хакĕ самаях ÿснĕ, халĕ райпо унăн пĕр килограмне тăхăр тенкĕпе туянать. Çапла вара кунта кунсерен икшер фляга продукци пухăнать. “Кăрлач уйăхĕнче çынсен ĕнисем пăрулама тытăнсан пирĕн кăтарту татах ÿсессе шанатăп”, — тет лавкка ĕçченĕ.

Çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтнă магазинта ăшă, çутă та таса. Геннадий Николаевич информаци кунĕн тĕп темипе — “Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çул валли Патшалăх Канашĕ тата Чăваш ен халăхĕ патне янă Çыру” — тухса калаçрĕ.

— Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров хăйне малашлăха куракан политик пек кăтартрĕ, — терĕ вăл. — Республика ертÿçи паянхи кун çинчен кăна шухăшламасть, умри тĕллевсене те уçăмлăн курать. Николай Васильевич аталанăвăн приоритетлă çул-йĕрне палăртса, тапхăрсем çине пайлама сĕнет: нано- тата биотехнологи аталанăвĕ, информаципе коммуникацин çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртни, пралуксăр çыхăнăва сарни, энерги тата энерги перекетлекен альтернативлă çĕнĕлĕхсемпе усă курни, çавăн пекех экологи ыйтăвĕ.

Президентăмăр ял ĕçченĕсем умне те пĕчĕк мар тĕллевсем лартрĕ:пирĕн республикăра пĕр миллион тонна тырă тата çакăн чухлех çĕр улми туса илмелле.

Г. Матвеев çавăн пекех Çырура тĕпре тăракан — демографи, тасалăх, çамрăксен, ватăсен тата ытти ыйтусене тапратрĕ.

— Паян Трак енре страхлакан виçĕ компани — “Росгосстрах”, “Россия”, “Поддержка” ĕçлеççĕ, — терĕ А. Васильева. — “Поддержка” пÿрт-çурта, ытти хуралтăсене страхламалли социаллă проекта та ĕçе кĕртет. Сăмахран, кинеми хăй пурăнакан çурт-йĕре çулталăклăха 100 пин тенкĕлĕх страхласшăн. Вăл страхламалли взноса 350 тенкĕ кăна кăларса хурать. Ку Чăваш енте чи пĕчĕк виçе. Ĕне выльăха страхланă çĕрте те çăмăллăхсем пур. Калăпăр, эсир сăвакан ĕнене пирĕн патра 25 пин тенкĕлĕх страхларăр. Ăна, тĕрлĕ сăлтасене пула, пусса аш-какай комбинатне леçме тивет. Ашне унта 17 пин тенкĕлĕх кăна хаклаççĕ. Хакри уйрăмлăха вара эпир саплаштаратпăр.Çапла май килти лашана та, качакана та, сурăха та страхлама май пур.

Район территорийĕнче аварисен шучĕ чакмасть-ха. Кун пирки ГИБДДăн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В. Алексеев чарăнса тăчĕ. Кăçалхи 11 уйăхра районта 18 авари пулнă, вĕсенче 8 çын вилнĕ, 23 аманнă (пĕлтĕр 18—5—27). Çак тапхăрта çул-йĕр çинче йĕркене пăснă 3 пин ытла тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсене 636 пин тенкĕлĕх штраф хунă.

— Тĕп сăлтавсем — руль умне ÿсĕр ларни, хăвăртлăха ÿстерни, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни, — терĕ Владислав Юрьевич. — Аварисен пысăк пайĕ Шупашкар — Сурски автоçул çинче пулса иртет.

Çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсе пынă май, хаçат-журнала 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче çырăнса илесси пирки сăмах пулчĕ. Информаци кунне хутшăннисем ял çыннисен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Авă, И. Степанов водитель удостоверенине епле улăштармалли пирки ыйтса пĕлчĕ. Янкассем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика