АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г. Васильев призĕсемшĕн

17 декабря 2009 г.

 

Алманч вăтам шкулĕнче теннис турнирĕ иртнĕ. Трак енри 6 шкулти чи лайăх 18 теннисист унта хутшăннă. Вĕсем районти физкультура юхăмĕн ветеранĕн Геннадий Ильич Васильевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Лидерсем паянхи кун хăйсем чи вăйлисем пулнине тепĕр хут яр уççăн çирĕплетнĕ. Каччăсем хушшинче Трак гимназийĕнче вĕренекен К. Львов, сăмах май вăл йĕлтĕрпе чупассипе республикăн пĕрлештернĕ командин членĕ, хĕрсенчен райцентрти 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухакан С. Леонидова, ăна Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексĕнчи спорт инструкторĕ Е. В. Баранова ăмăртăва хатĕрленĕ, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. А. Егоровпа (Алманч) М. Павлова (гимнази) — 2-мĕш, Р. Титовпа (Мăн Шетмĕ) Н. Емельянова (райцентрти 2-мĕш шкул) 3-мĕш вырăнсенче.

Командăпа вара Трак гимназийĕнчи теннисистсем мала тухнă. Уйрăм çĕнтерÿçĕсемпе призерсене — медальсемпе, грамотăсем парса чысланă, командăсене — грамотăсемпе, çĕнтерÿçĕ-командăна — кубокпа.

Турнира кирлĕ шайра ирттерес тесе Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕпе Алманчри шкул дирекцийĕ те тăрăшрĕç, ăмăртăва хутшăннисене вĕри апатпа тивĕçтерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика