17 декабря 2009 г.
Райхаçат редакцине паспорт ыйтăвĕпе çыхăннă темиçе çыру килчĕ. Чăнах та, районта ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех пырать-ха? Ун çине хурав парас тĕлĕшпе РФ миграци службин ЧР управленийĕн Красноармейскинчи территори пункчĕн начальникĕпе Н. А. Андреевапа курнăçрăм, темиçе ыйту патăм.
— Нина Алексеевна, районта паспортсене улăштарас ĕç мĕнле пырать-ха? Ку ыйту пирки тепĕр хут ăнлантарса парăр-ха?
— Раççейре 2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче “Раççей территорийĕнче пурăнакан граждансен паспорчĕсене улăштарасси çинчен” йышăннă 1105-мĕш номерлĕ саккунпа килĕшÿллĕн, 14 çул тултарнă гражданинăн паспорт пулмалла тата 20 е 45 çул тултарнисен 30 кун хушшинче кивĕ паспорта çĕннипе улăштармалла. Акă, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен районти 1169 çын çĕнĕ паспортлă пулнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтра 1171 гражданин харпăр хăй паспортне улăштарнă. Çав шутра документа пĕрремĕш хут алла илнисем — 143 çын, пĕлтĕрхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 208 çын пулнă.
Çынсем тимсĕр пулнипе паспорт çухатнă тĕслĕхсем те вырăн тупаççĕ. Тата теприсем асăрханулăх çуккипе çунтарса янă, вăрлаттарнă тĕслĕхсем те пур. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне харпăр хăй докуменчĕсене вăл е ку сăлтава пула çухатнипе çĕнĕ паспорт илме130 заявлени çырнă. 2008 çулта кунашкал тĕслĕхсем — 134.
Халь вырăнта ĕç çуккипе чылай çын Мускава е Мускав облаçне тата ытти çĕре те ĕç шырама тухса каять. Ĕç шырама кайнисем вара час-часах харпăр хăй паспорчĕсене çухатаççĕ. Уйрăмах Еншик Чуллă, Алманч тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче паспортсем çухатнă тĕслĕхсем нумайрах.
Тата çамрăксем салтака кайсан харпăр хăй паспорчĕсене çухатнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Хамăрăн яваплăха çухатнипе çыхăнать те ку.
— Çынсене вăхăтлăх е яланлăх пропискăна тăратас ĕç мĕнлерех пулса пырать?
— Кунта 2007 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă 208-мĕш номерлĕ саккун вăйра. Ĕлĕкрех çынсене пропискăна тăма çăмăлтарах пулнă. Халь йĕрки урăхларах. Тĕслĕхрен, Красноармейскине яланлăх пурăнма куçса килекен гражданинăн пропискăна тăнă чухне кил хуçин тата килте пурăнакан 18 çул тултарнă кашни çынăннах Красноармейскинчи территори пунктне килмелле. Пропискăна тăракан çынăн 6-мĕш номерлĕ тĕслĕхпе (образец) заявлени çырмалла, унпа пĕрле кил-çуртăн: е ордерĕ, е харпăрлăха регистрацилени çинчен пĕлтерекен свидетельство, е суд йышăнăвĕ, пропискăна тăратакан кил хуçин паспорчĕ тата коммуналлă службăн пропискăна тăнине паллă тумалли кĕнеки кирлĕ пулать.
Ялсенче пурăнакан çынсен пропискăна хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăмалла. Халь саккунпа килĕшÿллĕн çынна çĕнĕ çĕрте пурăнма вырнаçас тесен, унăн малтан пурăннă вырăнтан хăй кайса çÿремесĕрех çĕнĕ вырăнта пропискăра тăма май пур. Çĕнĕ çĕрте пурăнма шутлакан çынăн миграци службин пунктне е уйрăмне пымалла. Хăйпе пĕрле паспортне, хуçалăх кĕнекине илмелле, хăй пурăнма вырнаçакан çуртăн е хваттерĕн докуменчĕсене илмелле. Заявлени çырать вăл. Тĕслĕхрен, Мускавран хăй яланлăхах пурăннă çĕртен учетран тухнине çирĕплетнине çырмалла. Ăна миграци службин ĕçченĕсем вăл унччен пурăннă çĕрти миграци службин уйрăмне ярса параççĕ.
Пропискăна тăма пынă çынна унччен пурăннă вырăнти списокран кăларатпăр, çĕнĕ вырăнта пропискăна тăрататпăр. Çакă çынсем вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ чухне вĕсен вăхăтне те, укçи-тенкине те перекетлет. Кăçал ку таранччен пирĕн патра 743 çын пропискăна тăнă, 673-шĕ урăх вырăна куçнă.
— Ют çĕр-шыв çыннисем яланлăх е вăхăтлăх пропискăра пулаççĕ. Трак енре, ав, вăхăтлăх пропискăра тăракан çынсем те пур вĕт?
— Пур. Халь пирĕн тăрăхра вăхăтлăх пропискăра тăракан ют çĕр-шыв çыннисем 182-ĕн шутра. Иртнĕ çулхи çав тапхăрта вĕсен йышĕ 163-пе танлашнă. Ытларах кунта белорус çыннисене курма пулать. Тăхăр çын, сăмахран, Раççей гражданлăхне илнĕ. Вăхăтлăх пропискăн тапхăрĕ 90 кунпа танлашать. Унран ытларах пурăнас тесен çĕнĕ çĕрте вăхăтлăх пурăнма ирĕк илмелле.
Тата тепĕр çĕнĕлĕх те ĕçе кĕчĕ паспорт тытăмĕнче. РФ Президенчĕн 2006 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 1226-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн çемьере ача хушăнсан ăна çийĕнчех ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем çинче паллă тутармалла. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕн миграци пунктне пымалла, харпăр хăйпе пĕрле паспортне, çуралнă ачин свидетельствине илсе пепкене пропискăна тăратмалла. Унччен çак ĕçе ЗАГС пайĕ пурнăçланă.