15 декабря 2009 г.
Çĕньял Чуракассинче Советская урам та пур. Ăçтарах вырнаçнă-ши? Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ ку. Ялти ветеринари фельдшерĕн пункчĕ те çав урамрах ларать. Çырма хĕрринчен инçех мар.
— Эсир пирĕн пата кĕрсе тухмасăрах каясшăн-и? — хăмăр куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ мана пĕчĕкрех çан-çурăмлă хĕрарăм. — Кĕрсе тухăр, вĕри чейпе сăйлăп сире.
Оксана Григорьевна Яковлева пулчĕ вăл. Профессийĕпе ветеринари фельдшерĕ. Алманч ялĕнчен ĕçе çÿрет. Ара, Туçи Чуракассине çуран çитет те, Çăкатавăш çырми урлă, сукмакпа Çĕньяла хăпарать.
— 1993 çултанпа вăй хуратăп çакăнта. Пĕрре хăнăхнă та хăпаймастăп вĕт. Çыннисем — виçĕ ялĕпех, килти пекех хăнăхса çитрĕç-çке мана. Тата вĕсен выльăх-чĕрлĕхне, кайăк-кĕшĕкне пăхса тăрасси — пирĕн тивĕç, — тет фельдшер участокĕн заведующийĕ. — Пĕтĕмпе 400 киле яхăн пирĕн участокра.
Чăнах та, çавăн чухлĕ киле вăхăтран-вăхăта çитсе, çынсен выльăх-чĕрлĕхне прививка тăвасси çăмăлах мар. Кунта ĕни-вăкăрĕ, сурăххипе пĕрлех, йыттипе кушакки те шута кĕреççĕ. Тата хур-кăвакалĕ те, чăххи-чĕппи те, кăркки те…
Ĕçре пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те вырăн тупаççĕ. Сăмах йытăсем çине куçрĕ-ха. Хăшĕ-пĕри, тен, ят-хушаматпа асăнмасан та, харпăр хăй йыттине сăнчăрта тытмасть. Хуçасăр йытăсем урамсенче йышланни куç кĕретех. Вĕсенчен вара ыррине ан кĕт!?
Оксана Григорьевна ĕçре Вăрманкас Чуракассинчи Людмила Урицковна Афанасьева фельдшерпа пĕрле ĕçлет. Иккĕшĕ те пĕр шухăш-ĕмĕтлĕ.
— Иксĕмĕр те район хаçатне çырăнса илнĕ эпир, — терĕç хĕрарăмсем. — Иксĕмĕр те çырăнса илнĕ…