15 декабря 2009 г.
Раççей Федерацийĕнчи Журналистсен тата Писательсен Союзĕсен членĕн, ЧР хисеплĕ тавра пĕлÿçин тата халăх ăсчахĕн, Тинехпи тата Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕн К. Ф. Шачкинăн пирвайхи статйи хаçатра кун çути курнăранпа 50 çул çитет. Вăл районти “Коммунизм çулĕпе” хаçатра 1959 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче “Кукуруза — пĕрремĕш вырăнта” ятпа пичетленнĕ.
К. Шачкин асăннă статьяра Именкассинчи “Путь Ленина” хуçалăхра кукуруза туса илнин опычĕпе паллаштарать. “Уй-хир пикине” 80 гектар çинче çитĕнтернĕ.
“Кашни гектартан 993 центнер симĕс масса туса илнĕ. И. Яковлев коммунист ертсе пыракан 8-мĕш уй-хир бригадинче кукуруза уйрăмах тухăçлă пулчĕ, кашни гектартан 1002 центнер тухрĕ.
Çĕр-шыври паллă механизаторсен тĕслĕхĕпе эпир кукуруза акса тăвас ĕçсенче техникăпа ытларах усă курма тăрăшрăмăр.
Пĕрремĕш хут культиваци тăвас умĕн гектар пуçне 2 центнер аммони сульфачĕ алăпа сапса тухнă. Эрнерен иккĕмĕш хут культиваци тунă. Кĕске вăхăтра 80 гектар кукуруза акса хăварнă. Шăтнă вăхăтра шкул ачисем пĕр уйрăлмасăр кураксем тапăнасран сыхланă. Шăтсан, 4—5 çеçкене ларсан, икĕ майлă культиваци туса кăпкалатнă. Калчасем 30—40 сантиметр ÿссен иккĕмĕш хут культиваци тунă, пĕр вăхăтрах аммиак селитрипе гектар пуçне 120 килограмм парса апатлантарнă.
Çум курăксем шăтнă участоксене виççĕмĕш хут культиваци тунă. Кукурузăна 7—8 кун хушшинче пухса кĕртнĕ".
Çапла çур ĕмĕр хушшинче К. Шачкинăн хайлавĕсем республикăри мĕн пур хаçат-журналта тухса пычĕç. Константин Филиппович кам иккенне халь район çыннисем кăна мар, Чăваш енре тухакан хаçат-журналсене вулакансем те аван пĕлеççĕ. Пурнăç кăларса тăратакан ыйтусем тавра мĕн чухлĕ "Тĕрлĕ шухăшлăх" статйисем пичетлемен-ши вăл? Паян пичет ирĕклĕхĕ кирек кама та хăй чун-ăшчиккинче мĕн капланнине ыттисене те яр уççăн пĕлтерме май туса панă. Çавăнпа туллин усă курать те Константин Филиппович. Халĕ та асрах-ха пĕр самант. 1988 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра ентешĕн “Кама улталатăн, çĕр ĕçченĕ?” ятлă пысăк статья пичетленнĕччĕ. Унта автор ял хуçалăх производствин çĕнетÿ тапхăрĕнчи çивĕч ыйтăвĕсене хускатнăччĕ. Асăннă статьяна ун чухне парти райкомĕн бюровĕнче сÿтсе явнăччĕ.
Çапла, Константин Филиппович хăйĕн материалĕсене яланах тарăннăн шухăшласа çырать, чĕлхи ăнланмалла та уçăмлă, мĕн калас тени пĕтĕмпех паллă. Çавăнпа та райхаçат редакцине çитернĕ материалĕсене “якатса” нумай вăхăт ирттерместĕн, пĕрре ларсах якатса тухатăн, ĕçе вĕçне çитеретĕн. Пурте килĕшÿллĕ пулса тухать. Чи пахи вара — вулакансем. Хаçат тусĕ çырнине пĕр предложени сиктерми вулаççĕ, нумай чухне унпа килĕшмеççĕ, тавлашаççĕ, асăрхаттараççĕ, хăйсен шухăшне палăртса пирĕн хаçата сĕнÿсем ярса параççĕ. Кĕскен каласан, К. Шачкин вулакана ыйхăран вăратса малалла аталанма, пурнăçри киревсĕр йăла-йĕркене вăхăтра çĕнтерме, ыррине çул уçса пама пулăшать. Мĕн чухлĕ çитменлĕхе “кăклама” пулăшман-ши вăл çак тапхăрта? Уйсем çум курăкланса пынине, çапла май çĕр-аннерен кулнине, трактор-машина паркĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисем арканса-ишĕлсе выртнине ентеш чĕре витĕр кăларса çырать. Акă унăн тĕрлĕ вăхăтра пичетленнĕ статйисен ячĕсем кăна вĕсен çивĕчлĕхĕ пирки калаççĕ: “Коммунистсем текех влаçа килеймĕç” (“Хресчен сасси”, 1993, çу, 28), “Çулĕ пур — хуçи кам?” (“Коммунизм ялавĕ”,1986, ака, 21), “Çитес ăру каçарĕ-ши?” (“Хыпар”, 1992, пуш, 21), “Пурлăх сутăнать, укçи кам кĕсйине кĕрет-ши?” (“Ял пурнăçĕ”, 2005, раштав, 10), “Тислĕк… çырмана юхать” (“Ял пурнăçĕ”, 1972, раштав, 12).
Мĕн пĕчĕкренех К. Шачкин ял пурнăçне пĕлсе, хура çĕр ĕçне туйса ÿснĕ. Ялти шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă — агроном профессине алла илнĕ. Çар хĕсметĕнче пулнă, 4 çул Çурçĕр Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă. Хĕсметрен таврăнсан тăван ялтах агрономра ĕçлеме тытăннă, каярах хуçалăх ертÿçин тилхепине те тытнă. Малашнехи çулсем те унăн ял хуçалăхĕпе çыхăннă: республикăри агрохими станцийĕн хамăр районти сотрудникĕ, райхаçатăн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, ял хуçалăх культурисене сыхлакан районти станци начальникĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнав станцийĕн наука сотрудникĕ. Çав тапхăрта вăл служба тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех тăтăшах статьясем пичетлерĕ.
Кÿршĕсен — “Çĕрпÿ хыпарçи” хаçатпа та туслă çыхăнура ентеш. Кунтах вăл пуçласа хаçатри çÿхе кĕнеке кăларма пултарчĕ. Çакă вара ăна питех те хавхалантарса янă. Çавăн хыççăн К. Шачкин кунне-çĕрне пĕлмесĕр, тăрăшса кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплама пуçларĕ. Вĕсен хулăнăшĕ те çулсерен ÿссе пычĕ. Халĕ вара унăн хуранĕ витĕр тухнĕ кĕнекесен хисепĕ икĕ теçеткене çывхарса пырать. Нумаях пулмасть вăл Шупашкарти “Новое время” типографире “Вот это класс!” кĕнекене кун çути кăтартрĕ. Халĕ вара ку таранччен пичетленсе пынă материалсене пухса чăвашла тепĕр кĕнеке пичете хатĕрлет.
Паянхи саманара кĕнеке кăларас ĕç нушаллă. Ал çырăвне пичетлеме, типографи алăкне уçса кĕме ытлă-çитлĕ нухрат кирлĕ-çке.
Юлашки çулсенче К. Шачкин çуралнă тăрăха тĕпчес енĕпе те самаях пысăк ĕç турĕ. Республика шайĕнче унăн “Почта: вчера, сегодня”, “Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ” историллĕ очерксен кĕнекисем тухрĕç. Халĕ те тăван тавралăхăн иртнĕ пурнăçĕпе кăсăкланать: материалсем пухать, районти тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕнче активлăхпа палăрать.
Çуралнă Именкассинчех ĕмĕрне ирттерет çыравçă-журналист. Шел, мăшăрĕ, Елена Кузьминична, йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Вĕсем пилĕк ачине пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мăнукĕсем тăтăшах ватăн килне килсе çÿреççĕ. Пушă вăхăтра ĕç ветеранĕ выльăх-чĕрлĕхпе, йывăç-курăкпа, хурт-хăмăрпа ĕçлĕ пулать. Çулла çурран чупма та, хĕлле йĕлтĕр çине тăрса çывăхри вăрманта пулма та вăхăт тупать.